Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Поликлиникăра _ цифрăллă флюорографии аппарачĕ

 

 Шăмăршăри амбулаторлă поликлиникăри кивĕ флюорографи аппарачĕпе усă курма çăмăлах пулман. Пленкăна аппарата вырнаçтарса çын кăкăрне ỹкерсе илнĕ хыççăн ăна проявкăпа фиксаж растворĕнче тытнă, çуса типĕтме çакнă. Паллах, флюорографи ỹкерчĕкĕн пахалăхĕшĕн нумай ĕçлемелле пулнă. Кĕскен каласан, ỹкерчĕкри ỹпкене врач тĕпчеме пуçличчен кĕтме тивнĕ. Кăçалхи октябрĕн 5-мĕшĕ вара район больницин поликлиникинче хăйне евĕр пысăк событипе палăрса юлать. Шăпах çак кун унта ФЦМ БАРС-"Ренекс" флюорографи аппарачĕпе усă курма пуçланă. Приставкăллă аппарат комплектĕнче икĕ компьютер та пур. Пĕр компьютер çине пациентăн ят-шывне, ытти даннăйсене кĕртеççĕ, унăн пультчĕ урлă тепĕр пỹлĕмри цифрăллă флюорографи аппаратне ĕçлеттереççĕ, пациентăн ỹпкине ỹкерсе илеççĕ. Тепĕр компьютер экранĕ çине çийĕнчех флюорографи ỹкерчĕкĕ тухать. Ỹпкере иккĕленỹллĕ паллă пулсан, врач çав пайне пысăклатса тарăннăн тĕпчеме пултарать. Врач-рентгенолог заключени çырнă хыççăн флюорографи ỹкерчĕкĕ компьютер архивне куçать. Кирлĕ пулсан, çак ỹкерчĕке çийĕнчех принтер урлă та кăларма пулать. Куратпăр ĕнтĕ, çĕнĕ аппарат усă курма питĕ меллĕ. "Сывлăх" Наци проекчĕ халăхшăн ĕçлени, ăна пысăк усă пани куç умĕнчех. Унчченхи кивĕ аппаратпа танлаштарсан, 2 миллион та 308 пин тăракан çĕнĕ флюорографи аппарачĕ ỹкернĕ вăхăтра кăларакан пайăркасен дози 10-12 хут сахалтарах. В.А.Никифоров врач-рентгенолог тата А.Н.Перфиловапа П.В.Трофимов рентген-лаборантсем районти кашни çынна ăшшăн йышăнаççĕ. И.АНАНЬЕВ.

 

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
21 ноября 2007
00:00
Поделиться