Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Кашни яла _ асфальт, кашни киле _ тăрă шыв

 

 

 

ЧĂВАШ Республикин Президенчĕн Н.В.Федоровăн маттурлăхĕнчен, вăл ырми-канми ĕçлеме пултарнинчен тĕлĕнме пăрахаймастăп. Шухăшласа пăхар-ха: нефтьпе пуян Тутарстанри ялсенче пылчăк çăрăлать, çĕр айĕнчи пуянлăхсем çук Чăваш Ен вара кашни яла çити çеç мар, кашни урамах асфальт сарать. Нумай та вăхăт иртмĕ, кашни килех ĕçмелли тап-таса шыв çитĕ. Çакă çын сывлăхĕшĕн питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен мĕнпур чирсен 80 проценчĕ япăх пахалăхлă шывпа усă курнипе çыхăннă. Малашне пирĕн районта йывăр чирсемпе аптăракансен йышĕ чакасса шанса тăратăп. Эпир, ĕç ветеранĕсем, Раççей Президенчĕ В.В.Путин тата Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров тытса пыракан çул-йĕре чĕререн ырлатпăр, декабрĕн 2-мĕшĕнче пулакан суйлавра та хамăр сасăпа çакнах çирĕплетĕпĕр. Н.ХАБИБУЛЛОВ, ĕç ветеранĕ. Палтиел ялĕ.

 

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
21 ноября 2007
00:00
Поделиться