Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Çитĕнỹпе савăнтарчĕç

 

Çĕнĕ Шупашкарти "Химпром" УАО базинче республикăри предприятисемпе организацисенчи çамрăксен канашĕсен "Профи-2007" конкурсне пĕтĕмлетсе çĕнтерỹçĕсене чысланă. Пирĕн район чысне Шăмăршăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкулти Çамрăксен канашĕ хỹтĕленĕ. Шăмăршăсем "Çамрăксен пĕрлешĕвĕсен кану, спортпа туризм ĕçĕ" номинацире иккĕмĕш вырăн йышăннă. Çакна та палăртса хăвармалла. Çĕнтерỹçĕсене саламланă çĕре ЧР Президенчĕ Н.Федоров та хутшăннă, сăмах каланă.

 

 

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
21 ноября 2007
00:00
Поделиться