Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ватлăх та хăйне евĕр илемлĕ

 

 

 

 

 Шăмăршăри халăха социаллă пулăшу паракан центр 1996 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнче уçăлнă. Пĕччен пурăнакан ватăсене килĕсенче, Ветерансен çурчĕсенче социаллă пулăшу парса тăрасси унăн тĕп тĕллевĕ пулса тăрать. Çак пархатарлă тивĕçе учреждени кунран-кун, çулран-çул чыслăн пурнăçласа пырать. Ĕçри ăнăçу, паллах, руководительтен нумай килет. Районти халăха социаллă пулăшу паракан центра В.В.Фадеев пĕр улшăнми 10 çул ăнăçлă ертсе пырать. Çак учреждени тулашĕнчен те, шалтан та тирпейлĕхпе тата илемлĕхпе илĕртет. Пĕлтĕр дирекци пысăк калăпăшлă юсав ĕçĕсем туса ирттерме май тупни центр работникĕсене те, кунти стационарта пурăнакан ватăсене те савăнтарать. Владилен Валерьевич хăйĕн кабинетĕнче мана яланхи пекех ăшшăн кĕтсе илчĕ. Эпĕ ăна центр ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарма ыйтрăм. _ Пирĕн районти пĕччен ватăсем ветерансен виçĕ çуртĕнче пурăнаççĕ, - терĕ центр директорĕ. _ Халĕ вĕсене ватăсем вăхăтлăх пурăнакан уйрăмсем тетпĕр. Пĕри, Шăмăршăри, кунтах, центрăн çуртĕнче вырнаçнă. Унăн ĕçĕ-хĕлне Антонина Димитриева заведующи йĕркелесе пырать. Тепри _ Пăчăрлă Пашьелĕнче (заведующийĕ _ Надежда Мандрюкова), виççĕмĕшĕ _ Палтиелĕнче (заведующийĕ _ Геннадий Константинов). Ветерансен çурчĕсене кашнинех 24-30 сотăй çĕр уйăрса панă. Çĕр участокĕсем çинче çĕрулми, пахча-çимĕç ỹстерсе çитĕнтереççĕ. Ĕçре ватăсем хăйсем те вăй çитнĕ таран пулăшаççĕ. Палтиелĕнче ĕне, Пăчăрлă Пашьелĕнче хур-кăвакал та усраççĕ. Хушма хуçалăхсенчи продукци тухăçĕ апатăн хăйхаклăхне чакарма май парать. Уйрăмсенчен кашнийĕнчех 12-13 ватă пурăнать. Малалла вара В.В.Фадеев учрежденин ытти уйрăмĕсем çинче чарăнса тăчĕ. Ватăсене килĕсенчех социаллă пулăшу паракан икĕ уйрăм йĕркеленĕ. Вĕсенчен пĕрне _ Светлана Павлова, теприне Фаина Андронова ертсе пырать. Ялсенчи социаллă работницăсем куллен пĕччен пурăнакан ветерансем патне çитеççĕ, вĕсене хуçалăхри тĕрлĕ енлĕ ĕçĕсенче пулăшу параççĕ. Хăйсене пысăк тимлĕх уйăрнăшăн ветерансем центр ĕçченĕсене яланах тав сăмахĕсем калаççĕ. Кăçал январьте учетра тăракан йĕркеллĕ мар çемьесемпе, ачасемпе ĕçлекен уйрăм та ĕçлеме пуçланă учрежденире. Ку службăра педуниверситет выпускници Нина Хвандеева вăй хурать. Çамрăк специалист профилактика субъекчĕсен представителĕсемпе пĕрле рейдсене тухать, çемьесенче пулса тивĕçлĕ пулăшу пама тăрăшать. Центр урлă йĕркеленĕ шкулсем çумĕнчи лагерьсенче çуллахи каникул вăхăтĕнче сахал тупăшлă, нумай ачаллă çемьесенчи 45 ача каннă. Вĕсем тỹлевсĕр майпа кунне икшер хут апатланнă, спортпа массăллă мероприятисене хутшăннă. Пуянкасси шкулĕнче çакнашкал лагерь кĕрхи каникул вăхăтĕнче те ĕçленĕ, 15 ача каннă. Ватăсем пурăнакан пỹлĕмсене те кĕрсе куртăм эпĕ. Ветерансем хăтлăхра пурăнни кăмăла çĕклерĕ. Центр директорĕ Владилен Фадеев, Марина Сидорова тĕп бухгалтер, Анна Давыдова бухгалтер, Нина Зинкинапа Зинаида Кодзакова социаллă работницăсем хăйсемпе питĕ тимлĕ пулни, килти евĕр условисем йĕркелеме тăрăшни, Лидия Кувшиновапа Людмила Яковлева поварсем апата тутлă пĕçерсе хатĕрлени пирки кăмăллăн пĕлтерчĕç хисеплĕ ветерансем. Раççей Президенчĕ Владимир Путин, Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров тытса пыракан политикăна ырланине, вĕсем пенсионерсен пурнăçне çăмăллатассишĕн нумай ĕçленине, райадминистраци пуçлăхĕ Валерий Фадеев район экономикипе социаллă пурнăçа аталантарассишĕн ырми-канми тăрăшнине те палăртрĕç ватăсем. Коридорта çакăнса тăракан Дипломсемпе те паллашрăм. 2003, 2004, 2005, 2006 çулсен итогĕсем тăрăх Шăмăршăри халăха социаллă пулăшу паракан центр ĕçченĕсем республикăри яллă вырăнсенчи çакнашкал учрежденисем хушшинчи смотр-конкурсра 1-3 вырăнсене йышăнса пыни ветерансен ватлăхне май килнĕ таран телейлĕрех тума тăрăшнине çирĕплетет. И.МЕДВЕДЕВ.

 

 

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
17 ноября 2007
00:00
Поделиться