Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Шăмăршăсем _ пĕрремĕш

 

 НОЯБРĔН 14-мĕшĕнче Канаш районĕнчи Ухман ялĕнче Чăваш Республикин Президенчĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн пыракан Х Спартакиада шучĕпе шкул ачисем хушшинче сĕтел çинчи теннис ăмăртăвĕ пулса иртнĕ. Çивĕч тупăшура Шăмăршă районĕн туслă команди пĕрремĕш вырăн йышăннă, финала тухма пултарнă. Финалти вăйăсем ноябрĕн 29-мĕшĕнче Шупашкарта иртĕç. Шăмăршă командинчи Евгений Кувайские, Николай Малеева (Пăчăрлă Пашьел шкулĕ), Дмитрий Мандрюкова (Кивĕ Чукал шкулĕ) тата Алина Корчакована (Шăмăршă шкулĕ) финалта та питĕ лайăх выляма ăнăçу сунатпăр.



"Шăмăршă хыпарĕ"
17 ноября 2007
00:00
Поделиться