Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Савăнтарчĕç юрă-ташăпа

 

ÇĔНĔ творчество сезонне уçса пысăк концерт йĕркелесси Шăмăршăри Культура керменĕнче йăлана кĕчĕ. Çак кунсенче иртнĕ концерта та халăх йышлă пухăнчĕ. Программа "Тăван Шăмăрш Ен" юрăпа ташă композицийĕпе уçăлчĕ. Ун хыççăн Пĕтĕм Раççейри тата республикăри конкурссен лауреачĕ, Шăмăршăри арçынсен халăх хорĕ Г.Заволокинăн "Деревня" тата "Золотые поля" вырăс халăх юррине шăрантарчĕ. В.Харитонов художество руководителĕ тата аккомпаниатор пулса ертсе пыракан коллектив яланхи пекех мăнаçлăн та чуна хумхантарса юрларĕ. Уйрăм солистсем те концерта илем кỹчĕç. А.Давыдова "Дорогою добра", В.Павлов "Ах, кам каламĕ", Э.Халитова "Зимняя вишня", С.Кудряшов "Осенний лист", "Любите", А.Миронова "Я рисую", К.Хазиева "Широка река", И.Мандрюков "Ирхине ир тăмарăм" юрăсене чĕре хĕлĕхне хускатса илемлĕн шăрантарчĕç. Кăçал чăваш педагогика университечĕн музыка факультетне пĕтернĕ, халĕ Культура керменĕнче вăй хуракан И.Мандрюков фольклор ушкăнĕпе хатĕрленĕ чăваш хăна юрри-ташшин композицийĕ те чуна ăшă туйăмсем кỹчĕ. М.Федоровапа С.Хураськина, И.Мандрюковпа А.Петрова, А.Андроновпа И.Мандрюков дуэтпа юрланине те кăмăллăн йышăнчĕ тулли зал. Хĕрарăмсен ансамблĕ "Дорога России" юрăпа килентерчĕ. В.Кузьмина ертсе пыракан ташăçăсен кăтартуллă "Фламинго" коллективĕ чăваш, тутар ташшисене тата "Я, ты, он, она" хореографи композицине чылайлăха асра юлмалла кăтартса пачĕ. Ачасен "Пĕчĕк çăлтăрсем" театр студийĕ _ ăна В.Львова режиссер ертсе пырать _ "36па 6" инсценировкăпа паллаштарчĕ. Е.Кисамеева, О.Кудряшова, Анастасияпа Мария Кузьминасем, Е.Любимова, Н.Сетнерова, Ю.Шигаревапа Л.Явкина хăйсен ролĕсене витĕмлĕн вылярĕç. И.Саландаевапа А.Жолобов вара "Баллада о любви" литературăпа музыка композицийĕпе залра ларакансене творчество асамлăхне илсе кĕчĕç, чун-чĕрене таса юрату çепĕçлĕхĕпе тыткăнларĕç. Программăна вĕçлесе, Е.Еремеева илемлĕх ертỹçи тата дирижер пулса ертсе пыракан Шăмăршăри хĕрарăмсен халăх хорĕ "Юратнă Шăмăрш Енĕм" тата "Деревня" юрăсемпе савăнтарчĕ. Концерт программине Л.Владимирова ăста ертсе пычĕ. Культура керменĕн ĕçченĕсене, вĕсем ертсе пыракан пултаруллă коллективсемпе уйрăм солистсене творчество сезонĕнче çĕнĕ ỹсĕмсем сунатпăр. И.МЕДВЕДЕВ.

 

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
17 ноября 2007
00:00
Поделиться