Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Иккĕмĕш рангри капитан

 

 

 

ТĂВАН çĕршыв хтĕлевçисен тата Призывниксен кунĕсене, Аслă Çĕнтеруявне халалланă районти мероприятисен хисеплĕ президиумĕсенче ăна тăтăшах курма пулать. Сăмахăмăр кунта Палтиелĕнче çуралса ỹснĕ, хальхи вăхăтра Шăмăршăра пурăнакан отставкăри иккĕмĕш рангри капитан Т.Н.Шарафутдинов пирки пырать. Çар службинче 27 çул тăрса, вăл рядовой салтакран пуçласа аслă офицер таран çĕкленнĕ, хăйĕн тивĕçне яланах присяга хушнă пек туса пырса "Лайăх службăшăн" медалĕн 1-3 степенĕсене тивĕçнĕ. Тав çырăвĕсем, ятран çырса панă парнесем, юбилей медалĕсем те нумай унăн. _ Шкулта вĕреннĕ çулсенче эпĕ Тинĕс-Çар флочĕпе çыхăннă кĕнекесем вулама, кинофильмсем пăхма юрататтăм, - каласа парать Тевкиль Нигметзянович. _ Ялти вăтам шкулăн выпускной класĕнче вĕреннĕ чухне вара Тинĕс-Çар училищине кĕресси пирки ĕмĕтленме тытăнтăм. Аттестат илсен атте, чылай çул службăра пиçĕхнĕскер, çапла каларĕ: "Ывăлăм, малтан пĕрер çул салтак пăттине çи-ха. Çар дисциплиниллĕ пурнăç килĕшсен, Тăван çĕршывăн шанчăклă хỹтĕлевçи пулассине çирĕппĕн ĕненсен салтак пакунне курсантăннипе ылмаштарăн". Ашшĕн, Нигметзян Шарафутдиновичăн, ырă канашне ăша хывса, Тевкиль повестка кĕтнĕ. 1962 çулхи кĕркунне Палтиел йĕкĕчĕ салтак аттине тăхăннă. Венгрире разведка батальонĕнче пĕр çул служба тивĕçне пурнăçласан, мал ĕмĕтлĕ салтак Одессăри аслă артиллери çар училищине çул тытнă, экзаменсене ăнăçлă парса Тинĕс-Çар факультечĕн курсанчĕ пулса тăнă. 1967 çулхи июньте Тевкиль Шарафутдинов хулпуççисем çине пĕчĕк çăлтăрсемлĕ лейтенант пакунĕсене çакнă. Служба биографийĕ Хура Тинĕс флотĕнчи пĕчĕк лодкăсемпе кĕрешекен карап çинче пуçланнă. Унта çирĕм виççĕри лейтенант командир заместителĕн тивĕçне пурнăçланă. Кун хыççăн "Серьезный" эскадреннăй миноносец командирĕн çумĕ пулнă. 1974-1980 çулсенче офицер Камчаткăра службăра тăнă. 1976 çулта виççĕмĕш рангри капитан званине илнĕ. Малаллахи служба каллех Хура Тинĕс флочĕпе çыхăннă. Кунта Тевкиль Нигметзянович карапсен дивизионĕн командирĕн заместителĕнче тăрăшнă. 1983 çулта ăна Измаилти çар курсĕн _ унта ют çĕршывсен офицерĕсен çар квалификацине ỹстерес енĕпе ĕçленĕ _ начальникĕ пулма çирĕплетнĕ. Тепĕр çултан иккĕмĕш рангри капитан званине панă. Çак должноçранах 1989 çулта запаса тухнă. Т.Н.Шарафутдинов служба тивĕçĕсене яланах тỹрĕ кăмăлпа, командовани хушнă пек пурнăçласа пынă. Çакна пакун çинчи пысăк çăлтăрсем те, наградăсем те яр-уççăн çирĕплетеççĕ. Тевкиль Нигметзяновичпа Факия Хасянзяновна (Патирек хĕрĕ пулнă) ывăлпа хĕр ỹстерсе çитĕнтернĕ. Лилия амăшĕн çулĕпе кайнă _ Измаилти педагогика университетне пĕтернĕ. Алмаз вара ашшĕн профессинех суйласа илнĕ. Вăл Севастопольти Нахимов ячĕллĕ аслă Тинĕс-Çар училищине пĕтернĕ хыççăн 20 çул ытла службăра тăнă. Хальхи вăхăтра _ запасри офицер, виççĕмĕш рангри капитан. Хăйĕн çемйипе Севастопольте тĕпленнĕ. Алмазăн ывăлĕ, Саша _ Новороссийскри тинĕс академийĕн пĕрремĕш курсĕн курсанчĕ. Мăнукĕ Шарафутдиновсен çемье традицине малалла тăсни аслашшĕне чунтанах савăнтарать. И.АНАНЬЕВ.

 

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
17 ноября 2007
00:00
Поделиться