Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Гвардеец-десантник

 

 

 

 

ПАЛТИЕЛĔНЧИ Рустам Азизов ялти вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Ульяновскри кооператив техникумне вĕренме кĕнĕ. Унта диплом илнĕ хыççăн ăна пĕлтĕр кĕркунне Сывлăш-десант Çарĕнчи чаçре службăра тăма повестка панă. Рустам Азизов кĕçĕн сержант çар тивĕçне присяга хушнă пек пурнăçласа пырать. Çакна нумаях пулмасть чаç командирĕ Палтиелĕнчи Азизовсем патне янă Тав çырăвĕ те лайăх çирĕплетет. "Хисеплĕ Ферид Фатыхович тата Рузалья Сабировна! - палăртнă кĕçĕн сержантăн ашшĕпе амăшĕн ячĕпе çырнă çырура. _ Сирĕн ывăлăр, Рустам Азизов кĕçĕн сержант, гвардеец-десантникăн хисеплĕ ятне яланах çỹлте тытать. Вăл _ таса чунлă, пысăк дисциплинăллă воин, хăйне шанса панă хĕç-пăшала лайăх пĕлет. Парашют-десант ротинчи обществăлла пурнăçа та хастар хутшăнать. Службăра кăтартуллă результатсемпе палăрнă, ыттисене ырă тĕслĕх кăтартнă май, ăна командирсем те подразделенири юлташĕсем те хисеплеççĕ. Рустам Азизов службăн пĕрремĕш кунĕсенчех лайăхпа палăрма пуçларĕ. Анлă тавра курăмлă, ăшă кăмăллă воин командирсем хушнине вăхăтра та тĕплĕн пурнăçлать. Ятарлă çар хатĕрленĕвĕ тĕлĕшпе те çỹллĕ шайра тăрать, çак пĕлỹпе практикăра вырăнлă усă курать. Хăйĕн должноç тивĕçĕсене туллин, кирлĕ пахалăхпа туса пырать, çар Уставĕсене çирĕп пăхăнать. Тивĕçлĕ воспитаниллĕ, лайăх сывлăхлă салтак ỹстерсе çитĕнтернĕшĕн сире чаç командованийĕ пĕтĕм чĕререн тав тăвать. Çирĕп сывлăхпа тулли телей, ĕçре ăнăçу сунатпăр сире, хисеплĕ Ферид Фатыховичпа Рузалья Сабировна". Çак ăшă йĕркесем Азизовсене чунтанах савăнтараççĕ. Салтака юрăхлă ывăл ỹстерсе çитĕнтернипе, Рустам Тăван çĕршывăн шанчăклă хỹтĕлевçи пулса тăнипе ашшĕпе амăшĕ тивĕçлипе мухтанма пултараççĕ. А.ПАЙМИН.



"Шăмăршă хыпарĕ"
17 ноября 2007
00:00
Поделиться