Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Шашкăлла вылянă

 

 

 

РАЙОНТА шашкăлла выляса мала тухассишĕн турнир иртнĕ. Вăйăсем интереслĕ пулнă. Пĕрремĕш вырăна Г.Елисеев (Карапай Шăмăршă ял поселенийĕ) йышăннă, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче И.Старшов (Шăмăршă ял поселенийĕ), Ю.Сидоров ("Елочка" санатори-профилактори). Командăсем хушшинче ял поселенийĕсемпе организацисем тата предприятисем уйрăмшарăн ăмăртнă. Малти вырăнсене çапларах пайланă: пĕрремĕш _ Шăмăршă ял поселенийĕ тата "Елочка" санатори-профилактори, иккĕмĕш _ Карапай Шăмăршă ял поселенийĕ, Шăмăршăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкул, виççĕмĕш _ Кивĕ Чукал ял поселенийĕ, Шăмăршăри РУЭС. Çавăн пекех вĕрентекенсем тата шкулсен командисем хушшинче те турнир пулнă. Ăста вылякансем А.Ичанкин (1 вырăн, ДЮСШ), А.Чернов (2 вырăн, Шăмăршă шкулĕ), П.Чурбанов (3 вырăн, Кивĕ Чукал шкулĕ). Командăсенчен пĕрремĕш вырăнта _ ДЮСШ, иккĕмĕш _ Шăмăршă шкулĕ, виççĕмĕш _ Кивĕ Чукал шкулĕ. А.ВАЗАНОВ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
14 ноября 2007
00:00
Поделиться