Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Район экономикипе социаллă пурнăçĕ кăçалхи тăхăр уйăхра мĕнле аталаннă?

 

 

 

 КĂÇАЛХИ 9 уйăхра районти промышленноç предприятийĕсем пурĕ 9958,2 пин тенкĕлĕх продукци туса кăларнă, 2006 çулхи шайпа çакă 101 процент шутланать. Ял хуçалăхĕнчи мĕнпур категорири хуçалăхсем, 2006 çулхипе танлаштарсан, аш-какай туса илессине 108,4, сĕт туса илессине 109,8 процент ỹстернĕ. Пурĕ 21,6 пин тонна тырă, 29,5 пин тонна çĕр улми, 2,97 пин тонна пахча çимĕç, 25,47 пин тонна сахăр чĕкĕнтĕрĕ пуçтарса кĕртнĕ. 9 уйăхра финанссен мĕнпур çăл куçĕсемпе усă курса 196,49 миллион тенкĕлĕх строительство ĕçĕсем пурнăçланă. Çак кăтарту пĕлтĕрхи шайран 67,5 процент пысăкрах. Январь-сентябрь уйăхĕсенче 8,57 пин тăваткал метр чухлĕ пурăнмалли çурт-йĕр хута янă. Çак кăтарту 2006 çулхи шайран 116,7 процент ытларах. 9 уйăхра районта 131 ача е пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен 12 ача нумайрах çуралнă. Кăçалхи 9 уйăхра пенсин вăтам виçи 2432,02 тенкĕпе танлашнă, ку вăл пĕлтĕрхинчен 117,4 процент пысăкрах. 9 уйăхра район бюджечĕ тупăшсем енĕпе 153,04 миллион тенкĕ, тăкаксем енĕпе 131,84 миллион тенкĕ пурнăçланнă.



"Шăмăршă хыпарĕ"
14 ноября 2007
00:00
Поделиться