Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Пурнăç лайăхланни куç умĕнчех

 

 

 Шăмăршă вăтам шкулĕнчи пĕр класс ертỹçи мана хăй класĕнчи ачасемпе район 80 çул тултарни çинчен класс сехетĕнче калаçу ирттерме ыйтрĕ. Малтанласа тỹрех хуравне параймарăм. Шăмăршăра çуралса ỹссе, ĕçлесе, мĕн ватăлса çитичченех хамăр районта пурăнса район историне кĕнеке тăрăх мар, хам куçпа курса, вăл мĕнле аталанса пынине питĕ лайăх ăнланатăп. Шăмăршă районĕ манран пилĕк çул кăна аслăрах. Паллах, çак 80 çулхи улшăнусем ачасемшĕн халапри пек кăна туйăнаççĕ. Акă, шкулти улшăнусене кăна илер-ха. Кивĕ, йывăçран тунă шкул çурчĕ, класра _ кăмакасем, урайсем сăрлă мар, кабинетсем çук, нимĕнле техникăлла майсемпе усă курман, ачасем тĕрлĕ ялсенчен пылчăклă çулпа çуран шкула çỹренĕ. Паян вара пачах урăхла. Астăватăп-ха, 15 çул каялла урокра çĕр айĕнчи пурлăхсем, газ пăрăхĕсем хывни çинчен урок ирттеретĕп. Пĕр ача, алă çĕклерĕ те, ыйту пачĕ: "Калăр-ха, çĕршыв газпа пуян, тата газ пăрăхĕсем те пирĕн республика урлах каяççĕ. Мĕншĕн-ха эпир ялсенче унпа усă кураймастпăр?" Хуравне вара иккĕленсе тăмасăрах çапла патăм: "Куратăр-ха эсир, çитес çулсенче пирĕн пата та çак газ çитетех". Акă, халĕ миçе çул ĕнтĕ газпа усă куратпăр, вутă хатĕрлесе, хĕл хута кăмака хутса нушаланнине те манма пуçларăмăр. Эпир, ватă çынсем, хальхипе унчченхине танлаштарса, пурнăç мĕнле лайăх еннелле улшăнса пынине лайăх ăнланатпăр. Акă, пенси укçине кашни ватă вăхăтра илсе тăрать. Астăватпăр-ха, çак укçана та 2-3 уйăх памасăр тăратчĕç вĕт. Вулакансем çапла та калĕç мана: "Магазинсем пуян та, таварĕсене илме укçине ăçтан тупмалла?" Эпĕ пенсионерсем пирки кăна каласшăн: "Пире пенси параççĕ, шутласа пăхăр-ха, пенси памасан мĕнле пурăнмалла пирĕн? Асатте-асаннесем пенси ятне те пĕлмен _ пурăннă, нушаланнă. Пирĕн, ватăсен, патшалăха тав тумалла. Çĕршыва ертсе пыракансем пирĕн çинчен манса каймаççĕ, май килнĕ таран пенси укçине ỹстерме тăрăшаççĕ". Ĕçлекенсем пирки çакна кăна калас килет. Ĕçлекен çын нихăçан та укçасăр лармасть. Ĕç вырăнĕ çук тени те тĕрĕс мар. Выльăх, чăх-чĕп, хур-кăвакал усра, çĕр ĕçне хисепле. Пирĕн район аталанăвĕ пире, районта пурăнакансене, савăнтарать, уйрăмах _ унăн сăн-сăпачĕ. Çапла каçхи автобуспа ывăл киле килнĕ чух, Шăмăрша çитеспе, хăйпе пĕрле ларса пыракан вырăс çапла ыйтрĕ тет: "А это что за город?" Эпĕ вара савăнса çапла ответлерĕм: "Это районный центр Шемурша". Пăх-ха, хулари пек, урамсенче çап-çутă. Чăнах та çак урамсенче çĕрлехи çутăсем, кĕркуннехи тĕттĕм каçсенче уйрăмах кирлĕ çĕрлехи çутăсем ялсене илемлетеççĕ. Район вăл _ пысăк çĕршывăн пĕчĕк пайĕ, çавăнпа та унăн аталанăвĕ те çĕршыв аталанăвĕпе тачă çыхăннă. Раççей çĕршывĕн малашнехи аталанăвĕ, республика, район аталанăвĕсем те эпир çитес суйлавра мĕнле партишĕн сасăланинчен нумай килет. Çакна Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров та, район пуçлăхĕ В.П.Фадеев та палăртаççĕ. Эпĕ çапла шутлатăп: Патшалăх Думин суйлавĕнче пирĕн хамăр ертỹçĕсен çул-йĕрне ырламалла, тăван республикăшăн, районшăн чăннипех те тăрăшма пултаракан партишĕн сасăламалла. Ф.КУЗНЕЦОВА.



"Шăмăршă хыпарĕ"
14 ноября 2007
00:00
Поделиться