Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Хăйсен вăйĕпе _ çул

 

 

 

АСЛĂ çултан Виçпỹрт Шăмăршă масарĕ патне çити çул яланах япăх пулнă, кĕрхи-çурхи йĕпе-сапара ял çыннисене нумай пăшăрхантарнă. Çывăх çынна юлашки çула ăсатнă чух пылчăк ашса утма тивнĕ. Çак нушана Виçпỹрт Шăмăршăра çуралса ỹснĕ А.И.Савельев чĕри патне çывăха хурса йышăннă. "Кирлĕ чухлĕ укçа пухсан, масар патне çити çирĕп çул тăватăпах", - ĕмĕтленнĕ Александр Иванович. Профессийĕпе строитель пулнă май, А.И.Савельев нумай çул хушши Шăмăршăри МСОра, унтан Ульяновскри кĕпер тăвакан организацире вăй хунă. Юлашки çулсенче мăшăрĕпе _ Шăмăршăра çуралса ỹснĕ Мария Александровнăпа иккĕшĕ те Ульяновскра хăйсем йĕркеленĕ фирмăсене ертсе пыраççĕ. Çапла вара, Савельевсем çул тума кирлĕ чухлĕ укçа-тенкĕ пуçтарма пултарнă. Çак кунсенче вара яла килсе пысăк ĕç пурнăçланă: çĕр хăпартнă, хăйăр тата чул сарнă. Мĕнпур ĕçе Александр Ивановичпа Мария Александровна хăйсем ертсе пынă. Çур çухрăма яхăн çул тума Савельевсем хăйсен кĕсйинчен сахал мар укçа-тенкĕ тăкакланă. Пархатарлă ĕçшĕн Савельевсене район администрацийĕпе Пуянкасси ял поселенийĕн администрацийĕ, пĕтĕм ял-йыш чĕререн тав тăваççĕ. Пурнăçăр ăнса пытăр, мулăр хушăнсах тăтăр, çирĕп сывлăхлă, телейлĕ пулăр, ырă çыннăмăрсем! А. МИХАЙЛОВ.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
14 ноября 2007
00:00
Поделиться