Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Çĕр ĕçченĕнчен _ профессора çити

 

 

 ШУТЛАТĂП та, тĕлĕнме пăрахаймастăп: сăпайлă кăна чăваш ачи, юлташĕсемпе пĕрле тăван хуçалăхра тарла-тарла слесарьте тăрмашаканскер, тепĕр çирĕм çултан республикипех паллă ученăй, биологи наукисен докторĕ, профессор, академири кафедра заведующийĕ таран çĕкленнĕ. Н.А.Некрасов поэт-классик "Шкул ачи" сăвăра каланă пек, "хăй тăрăшнипе тата Турă пулăшнипе ăслă та чаплă çын пулса тăнă". Малалла хăвăрт сикмесĕр, майĕпен кăна утса тухар-ха Геннадий Анатольевич Ларионовăн пурнăç çулĕпе. Çут тĕнчене вăл Кивĕ Шăмăршă ялĕнче, 1967 çулхи апрелĕн 4-мĕшĕнче килнĕ. Васанти вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Канашри ДОСААФ автошкулĕнче пĕлỹ илнĕ. Унтан "Гвардеец" совхозра автослесарьте тăрăшнă. 1985-1987 çулсенче Совет Çарĕнче службăра тăнă. Салтакран таврăнсан каллех Васанти техника паркĕнче вăй хунă. "Эпĕ мĕн пĕчĕкрен тăван çут çанталăка юрататтăм, - аса илет паян Геннадий Анатольевич. _ Тем пекех биолог пулас килетчĕ. Хамăн ĕмĕте пурнăçлас тесе, Чăваш патшалăх педагогика институчĕн хатĕрленỹ уйрăмне кайса кĕтĕм. 1988 çулта вара çак институт студенчĕ пулса тăтăм". Институтран питĕ лайăх паллăсемпе вĕренсе тухсан, çамрăк учитель хамăр районти Кивĕ Чукал вăтам шкулĕнче биологипе хими предмечĕсене вĕрентет. Ачасемпе ĕçлеме килĕшет пулин те, Геннадий Анатольевичăн чĕри наука еннех туртăнать. 1994 çулхи декабрьтен пуçласа 1998 çулхи январьччен вăл Пĕтĕм Раççейри ветеринари санитарийĕ, гигиена тата экологи наука тĕпчев институчĕн аспиратуринче вĕренет. Аспирантура хыççăн унăн малашнехи пурнăç çулĕ Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕпе уйрăлми çыхăннă: 1998 çулхи февральтенпе _ ял хуçалăх продукцийĕн производствин технологи кафедрин ассистенчĕ, 2000 çулхи мартранпа _ аслă преподаватель, 2001 çулхи сентябрьтенпе _ кафедра доценчĕ, 2006 çулхи январьтенпе _ профессор, çав çулхи июньтенпе _ ỹсентăран продукцийĕ туса илекен тата ĕçе кĕртекен технологи кафедрин заведующийĕ. Ĕçленĕ вăхăтра малтан кандидат, унтан биологи наукисен докторĕн диссертацийĕсене ăнăçлă хỹтĕленĕ. Геннадий Анатольевич студентсене вĕрентнĕ хуушăрах наука ĕçне хастар хутшăнать. Унăн ĕçĕсем ял хуçалăх чĕртаварĕпе продукцийĕн пахалăхне лайăхлатассипе тачă çыхăннă. Çак темăпах вăл 80 ытла наука тата вĕрентỹпе методика ĕçĕ, çав шутра пĕр монографи пичетлесе кăларнă. Çамрăк ученăйăн икĕ изобретенине патент парса хакланă. Наука ĕçĕсем ирттерсе, тăватă вĕрентỹ пособийĕ пичетлеме материал пуçтарнă. Çак пособисем _ студентсемшĕн чи кирлĕ кĕнекесен шутĕнче. Г.А.Ларионов профессорăн вĕренекенĕсем те наукăпа хытă интересленеççĕ. Ученăй 60 ытла дипломник хатĕрленĕ, хỹтĕлев кăтартăвĕсем тăрăх чи лайăх 16 ĕçе производствăна кĕртме çул панă. Ларионов профессорăн студенчĕсем республикăри наука конференцийĕсенче тăтăшах I, II, III степень Дипломсем çĕнсе илеççĕ. Çавăн пекех "Аслă Атăлăн çамрăклăхĕ" ятпа иртнĕ Пĕтĕм Раççейри конференци-фестивальте те икĕ хутчен çĕнтерỹçĕ пулса тăнă. Иртнĕ çул ял хуçалăх академийĕнче "Чи лайăх профессор" конкурс ирттернĕ, рейтинг комиссийĕн пĕтĕмле-тĕвĕсем тăрăх вăтăр тăххăрти Г.А.Ларионов тăваттăмĕш вырăн йышăннă. Сумлă ученăйсем, академиксем хушшинче çакăн пек пысăк вырăн йышăнни хăех Геннадий Анатольевичăн ĕçĕсене наука тĕнчи пысăка хурса хакланине çирĕплетет. Вăл ертсе пыракан кафедра та _ академире чи лайăххисен шутĕнче. Наукăпа педагогика ĕçĕнче нумай çул хушши тăрăшса вăй хунăшăн Г.А.Ларионова Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Хисеп грамоти-семпе, Дипломсемпе чысланă. Нумаях пулмасть вара академие тепĕр ырă хыпар çитнĕ: Атăлçи регионĕнчи конкурсра "Çут çанталăк наукисен чи лайăх вĕрентỹ изданийĕ" номинацире çĕнтернĕшĕн Геннадий Анатольевича Дипломпа наградăланă. Саламлатпăр Сире, хисеплĕ ентешĕмĕр! Наукăри ĕçĕрсем малашне те ăнса пыччăр, Сирĕн чыс-хисепĕр ỹссех пытăр. Ив.САЛАНТАЙ.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
14 ноября 2007
00:00
Поделиться