Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Шкулта эрнелĕх иртрĕ

 

Шăмăршă шкулĕнче район 80 çул тултарнине халалласа эрнелĕх иртрĕ. Вĕренекенсем çак тапхăрта вăрман, Шăмăршă районĕн историйĕн тата Васанти краеведени музейĕсенче пулса курчĕç. Тăван тавралăх илемĕпе, халăхăн йăли-йĕркипе паллашрĕç. "Чăваш вăрманĕ" Наци паркĕнчи тĕл пулу та ачасен асĕнче нумайлăха юлĕ. Тăван тавралăх культури урокĕсенче "Тăван Шăмăршă, епле эс аван", "Сар кил" ятсемпе презентацисем пăхрĕç. Чăваш сăмахлăхĕн урокĕсенче Шăмăршăпа çыхăнтарса викторинăсем ирттерчĕç. Шкул библиотекинче вара "Чĕрене çывăх кĕтес" ятлă курав йĕркелерĕç. Ачасене хавхалантарса "Ман тăван кĕтес _ Тăван çĕршывăн пĕр пайĕ" ятпа сочиненисен конкурсне ирттерсе пĕтĕмлетĕç. Çавăн пекех шкулта вĕренекенсен ỹкерчĕкĕсен куравне те йĕркеленĕ. Ăна "Шăмăршă _ паян, Шăмăршă _ ыран" ят панă. 6 "б" тата 7 "г" классенчи ачасем В.А.Ураховапа тата М.И.Захаровпа тĕл пулу йĕркелерĕç. Валентина Афанасьевнан калаçăвĕнче шкул историйĕ, вĕренекенсем, тĕрлĕ çулта шкул пĕтернĕ выпускниксем, КИД тĕп вырăн йышăнчĕç. Михаил Иванович вара Шăмăршă районĕ мĕнле йĕркеленни пирки тĕплĕн каласа ăнлантарчĕ. Сăмах май, вăл тăван тăрăх, районти промышленность предприятийĕсемпе организацисен тата тĕрлĕрен учрежденисен историне, кун-çулне тахçантанпах çине тăрса тĕпчет, интереслĕ статьясем çырса пичетлет. Михаил Иванович _ ял хуçалăх наукисен кандидачĕ, таврапĕлỹçĕ. Çапла, пирĕн район питĕ илемлĕ вырăнта вырнаçнă. Вăрманĕ, улăх-çаранĕ, шăнкăртатса юхакан юханшывĕсем _ пирĕн пуянлăх. Çыннисем те маттур та сатур. И.ХАРИТОНОВА.



"Шăмăршă хыпарĕ"
10 ноября 2007
00:00
Поделиться