Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Район Пухăвĕн депутачĕсен ларăвĕ

 

ЮН КУН _ ноябрĕн 7-мĕшĕнче _ Шăмăршăра район Пухăвĕн депутачĕсен черетлĕ 13-мĕш ларăвĕ пулса иртнĕ. Лару кун йĕркине кĕртнĕ 6 ыйтăва пăхса тăхнă: "Шăмăршă район Пухăвĕн депутачĕсен 2002 çулхи декабрĕн 6-мĕшĕнчи ларăвĕн "Шăмăршă районĕнче налука йĕркелесе тăрасси çинчен" Положение çирĕплетесси çинчен" йышăнăвне улшăнусем кĕртесси çинчен", "Шăмăршă районĕнче бюджет правине йĕркелесе тăмалли Положение çирĕплетесси çинчен", "Шăмăршă район Пухăвĕн депутачĕсен 2006 çулхи декабрĕн 12-мĕшĕнчи ларăвĕн "Шăмăршă районĕн 2007 çулхи бюджечĕ çинчен" йышăнăвне улшăнусем кĕртесси çинчен", "Шăмăршă районĕн 2007 çулхи тăхăр уйăхри бюджечĕ мĕнле пурнăçланни çинчен", "Шăмăршă районĕн 2007 çулхи тăхăр уйăхри социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕ çинчен", "Шăмăршă районĕн пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхне реформировани тăвасси çинчен". Малтанхи тăватă ыйтупа район администрацийĕн финанс пайĕн начальникĕ Е.П. Кудрявцева, юлашки ыйтусемпе район администрацийĕн экономика пайĕн начальникĕ Э.Э.Жамкова тухса калаçнă. Депутатсем сỹтсе явнă ыйтусем тăрăх тивĕçлĕ йышăнусем тунă. Лару ĕçне район пуçлăхĕ В.П.Фадеев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ А.В.Максимов тата районсем хушшинчи налук службин налук инспекцийĕн начальникĕ Е.И.Чернов хутшăннă.



"Шăмăршă хыпарĕ"
10 ноября 2007
00:00
Поделиться