Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Çĕр çула çывхараççĕ

 

КИВĔ ЧУКАЛ ялĕнче 100 çултан иртнĕ О.Чамеева пурăнать. Ольга Андреевна 1904 çулта çуралнă. Вăл _ салтак арăмĕ, мăшăрне Аслă Отечествăлла вăрçăран кĕтсе илеймен, ачисене пĕчченех пăхса ỹстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Халĕ Улька аппа аслă ывăлĕпе Николайпа тата унăн Юрий ывăлĕн çемьипе пĕрле пурăнать. Çĕр çула çывхаракансем ялта татах та пур. Акă, Евдокия Ивановна Афанасьева 1910 çулта çут тĕнчене килнĕ. Вăл та _ салтак арăмĕ, тăватă хĕрне пĕчченех çитĕнтернĕ. Халĕ вăл Маша хĕрĕпе пурăнать. Перасковья Николаевна Чамеева Е.Афанасьеваран икĕ çул кĕçĕнрех. Унăн мăшăрĕ те вăрçăран таврăнайман, пĕр ывăлпа виçĕ хĕрпе тăлăха тăрса юлнă. Праски аппа Валентин ывăлĕн çемьипе килĕштерсе пурăнать. Анисия Андреевна Шикина та 1912 çултах çуралнă. Анна Семеновна Чамеева та тăхăр вунă çул урлă каçнă. Тăхăр теçеткене хыçа хăварнă тепĕр хĕр арăм _ Мария Михайловна Борзова. Вĕсем пурте ывăл-хĕрĕсемпе мăнукĕсен çемьисемпе шăкăл-шăкăл пурăнаççĕ. Ватă çынсем ял-йышра та пысăк хисепре.



"Шăмăршă хыпарĕ"
10 ноября 2007
00:00
Поделиться