Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Тавах, Вера Петровна

 

КĔРКУННЕ çуралнăран-ши, çак тапхăра уйрăмах килĕштерет Вера Петровна. Кашни вăхăтăн хăйĕн илемĕ теççĕ-ха та, уншăн вара чи çывăххи _ ура айĕнче сарă-хĕрлĕ çулçăсем чăштăртатни. Хĕле хирĕç йывăçсем çаралса юлнипе кăштах тунсăх пусать те _ мĕн тăвăн ĕнтĕ... Паян та ирех килтен тухрĕ вăл. Сукмакĕ вара пĕрре В.Унькинан: 1979 çултанпах Росгосстрах уйрăмне васкать. Пĕрре суйласа илнĕ ĕç _ чи çывăх юлташ пекех. Вера Петровна та ăна урăх нимĕнпе те ылмаштармĕ. Çул çинче иртни, малашлăх çинчен шухăшлама юратать хĕр арăм: çамрăклăха хальхи ăспа виçсе хаклать, малашне мĕн кĕтни те самаях кăсăклантарать ăна. Пĕр шутласан, пурнăç тĕлĕнмелле вăйă пекех _ вăл мĕнле вĕçленесси пирки татăклă пĕтĕмлетỹ тума çук. Çур ĕмĕр каялла Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Чăваш Ишлĕ ялĕнче çут тĕнчене килнĕ вăл. Ахаль кăна мар: хăй Çĕр çинче пурăнма пуçласси çинчен хыттăн сасă парса. _ Ĕненетпĕр, ĕненетпĕр сана, - хĕпĕртенĕ ашшĕ-амăшĕ. _ Ĕненỹ _ пурнăра чи кирли. Эппин, çак ятпах çыртарар сана: малашне Вера тесе чĕнĕпĕр, чăвашла _ ĕненỹ. Вера, Верук... Çывăх çыннисемсĕр пуçне текех çапла чĕнмеççĕ ĕнтĕ ăна, ашшĕ ячĕпех хисеплеççĕ. Ỹссен кам пуласси пирки çын ачаранах ĕмĕтленме пуçлать, теççĕ. В.Ункькина та вăтам шкул хыççăн нумай шухăшласа тăман, Канаш хулине çул тытнă, финанс техникумне вĕренме кĕнĕ. Ỹркенмен хĕр, тăрăшсах ăс пухнă. 1978 çулта унтан ăнăçлă вĕренсе тухнă, алла диплом илнĕ. Ĕç биографийĕн малтанхи йĕркисем вара унăн тăван районĕнчи _ Кивĕ Çĕпрелти Госстрах уйрăмĕнче çырăнма тытăннă. Çамрăк специалиста участок инспекторĕ пулма çирĕплетнĕ. Шăмăршă районне куçса килсе çемьеллĕ пулсан та хăй юратнă ĕçĕнчен уйрăлман Вера Петровна, 1979 çулхи февральте кунта та участок инспекторĕ пулса ĕçлеме тытăннă. Паянхи кунчченех "Атăлçи _ Росгосстрах" страхлакан компанин Шăмăршăри уйрăмĕнче вăй хурать В.Унькина. Пĕр шутласан, ыттисенчен нимĕнпех те уйрăлса тăмасть темелле ăна. Анчах, пĕрле ĕçлекенсем каланă тăрăх, унра çынлăх туйăмĕ пысăк: çынна ăнланма пĕлет. Пурне те пулăшма хатĕр вăл, çав вăхăтрах ыттисенчен те çирĕп ыйтать. Тепĕр чухне çакă кирлĕ те, вырăнлă та. 1991-1992 çулсенче В.Унькина страхлакан компанин Шăмăршăри инспекцийĕн ертỹçин çумĕнче те тăрăшнă. Ку должноçа пĕтернĕ хыççăн вара Вера Петровнана агентсен группин менеджерĕ пулма уйăрса лартнă. Вун ултă страхагент унăн группинче. Тĕрлĕ çын _ тĕрлĕ характер, тĕрлĕ çынпа тĕрлĕрен ĕçлеме тивет. Вăл вара пĕрне те уйрăмасть. Шăпах çакăншăн хисеплеççĕ те ĕнтĕ ăна коллективра, çамрăк специалистсем унран вĕренме тăрăшаççĕ. Ачисемшĕн те вăл (виççĕн вĕсем унăн _ пĕр хĕрпе икĕ ывăл) çĕр çинчи чи ырă çын, чи лайăх анне, мăшăрĕшĕн _ чи лайăх арăм. Çакăнтан хакли, сумлăраххи урăх мĕн пултăр? Тăрăшаканăн ĕçне яланах тивĕçлипе хаклаççĕ. Çынсен хисепĕ чи пысăкки, чи хакли тетпĕр те, çав вăхăтрах урăхларах чыс туни те халăх умĕнче курăмлă вĕт-ха: çакнашкал кашни самантах яланлăхах асра юлать. Сăмахран, Вера Петровнан хастар ĕçне "Росгосстрах-Чувашия" САОн Хисеп грамотипе, Раççейри страхлакан патшалăх компанин Хисеп паллипе, "Раççей профсоюзĕсене _ 100 çул" юбилей медалĕпе палăртнă. Ытти наградăсемпе хаклă парнесене те пĕрре çеç мар тивĕçнĕ вăл. _ Çĕнĕрен çуралса пурнăç çулне çĕнĕрен пуçлас пулсан, мĕнле ĕç суйласа илнĕ пулăттăр? - ыйтатăп юбиляртан. _ Госстраха нимĕнпе те улăштарман пулăттăм, - пулчĕ хуравĕ Вера Петровнан. Чун-чĕререн тухнă сăмахсем çумне нимĕн те хушса калаймăн _ вĕсем хăйсемех питĕ нумая пĕлтереççĕ. Çак кунсенче Вера Петровна Унькина хăйĕн ылтăн юбилейне уявларĕ. Çирĕп сывлăх, телей, вăрăм ĕмĕр сунчĕç ăна пĕрле ĕçлекенсем тата страховательсем. Яланах илемлĕ, ырă кăмăллă, чĕвĕлти чĕкеç пек ĕçчен пулăр, Вера Петровна! Вл.НИКОЛАЕВ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
07 ноября 2007
00:00
Поделиться