Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Тăвансемĕр, тав сире, чунтан саватпăр сире...

 

 САВĂК кăмăлпа, çу хута тар тăкнă хыççăн тинех лăпкă чунпа пуçтарăнчĕç районти ял ĕçченĕсем иртнĕ эрне кун хăйсен професси уявне. Хулари пек чаплă Шăмăршăри Культура керменĕ районти чи маттур çĕр ĕçченĕсемпе выльăх-чĕрлĕх пăхакансене, фермерсене ăшшăн йышăнчĕ. Уява саламлă сăмах каласа район пуçлăхĕ В.П.Фадеев уçрĕ. Хăй отпускра пулин те, Валерий Петрович районти чи хисеплĕ çынсемпе тĕл пулма вăхăт тупнă. Урăхла епле пултăр-ха: район пуçлăхĕ механизаторсемпе, ферма ĕçченĕсемпе кашни кун тенĕ пек курнăçать, паян вара вĕсемпе пĕрле уявра савăнасшăн. Чун-чĕрене хумхантарса Чăваш Республикин Патшалăх Гимнĕ янăрарĕ. 2007 çулхи ял хуçалăх çулĕн кăтартăвĕсемпе тата умра тăракан тĕллевсемпе район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ В.Н.Никифоров паллаштарчĕ. Владимир Николаевичăн сăмахĕнчен çакă палăрчĕ: Шăмăршă районĕнчи ял ĕçченĕсем вăхăт таппинчен юлмасăр, пурнăç çине çĕнĕлле пăхса, йывăрлăхсем умĕнче пуçа усмасăр ỹсĕм хыççăн ỹсĕм тăваççĕ. Районти ял ĕçченĕсем кăçал 60 миллион тенкĕлĕхе яхăн продукци туса илнĕ. "Колос" Агрофирма" акционерсен пĕрлешĕвĕнче гектартан 30 центнера яхăн тĕштырă, 297 центнер сахăр чĕкĕнтĕрĕ пуçтарса кĕртнĕ. "Карлинская", "Восход", "Бездна", "Канаш", "Карла", "Миха", "Пулмантăш", "Слава", "Малалла" тата ытти хуçалăхсенче те ĕç кăтартăвĕсем савăнтараççĕ. Районти тĕрлĕ формăллă хуçалăхсем юлашки çулсенче ку чухнехи техникăпа оборудовани сахал мар туяннă. Пĕлтĕрпе кăçал кăна машинăпа техника паркне тата фермăсене çĕнетме тĕрлĕ çăл куçран 20 миллион тенкĕне яхăн хывнă. "АПК" наци проекчĕпе паракан çăмăллăхлă кредитпа районти фермерсем анлăн усă кураççĕ. Вĕсем техника тата оборудовани туянма çĕр-çĕр пинрен пуçласа миллион тенкĕ таран кредит илнĕ. Ял хуçалăх продукцине туянакан тата тирпейлекен кооперативсенчен "Союзпа" "Патриот" (ертỹçисем Г.Макаровпа Г.Егорова) пурне те пуçарулăх кăтартаççĕ. Ял ĕçченĕсене Чăваш Республикин патшалăх тĕп ĕçлев инспекторĕ, пирĕн ентеш И.А.Баскаков, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ А.В.Максимов чун-чĕререн саламларĕç. Ĕçре малта пыракансене хаклă парнесемпе, Хисеп грамотисемпе тата Дипломсемпе чысларĕç. Савăнăçлă пухăва чĕннисем район пуçлăхĕн В.П.Фадеевăн сăмахне уйрăмах тимлĕн итлерĕç, Валерий Петрович Шăмăршă районĕ социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕнче тăвакан ỹсĕмсене витĕмлĕ тĕслĕхсемпе çирĕплетсе пачĕ. Социаллă ыйтусене татса пама района 498 миллион _ нихçанхинчен те нумайрах укçа уйăрнă. Районта Чăваш Республикин Президенчĕн çул тата ĕçмелли таса шыв пирки йышăннă Программисем ăнăçлă пурнăçланаççĕ. Çамрăк çынсем çурт-йĕр çавăраççĕ, ача çуратаççĕ, ялсем çĕнелсе-илемленсе пыраççĕ. Савăнăçлă пуху хыççăн ял ĕçченĕсене тепĕр чаплă парне кĕтрĕ _ Шупашкартан килнĕ артистсем пысăк концертпа чун-чĕрене çĕклерĕç. Ив. АНАТКАС.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
07 ноября 2007
00:00
Поделиться