Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

"Чăваш вăрманĕнче" _ Мускав хăни

 

РаÇÇей Президенчĕн В.В.Путинăн алли чăннипех те çăмăл пулчĕ пулас: вăл Шăмăрша килсе курнă хыççăн пирĕн тăрăха çỹллĕ шайри хăнасем ытларах та ытларах килме пуçларĕç. Нумаях пулмасть Шăмăршăра Çут çанталăкпа усă куракан сферăна тĕрĕслесе тăракан Федераллă служба управленийĕн начальникĕ В.Б.Степаницкий ĕçлĕ визитпа пулчĕ. Мускав хăни чи малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕпе В.П.Фадеевпа тĕл пулса калаçрĕ. Визитăн тĕп тĕллевĕ вара _ "Чăваш вăрманĕ" Наци паркĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашасси. Всеволод Борисович "Великий" картуна, Баскак лесничествин кантурне, Мулла, Кучек, Кириллстан поселокĕсене çитсе курчĕ. Çавăн пекех, В.Б.Степаницкий парк ĕçченĕсемпе ĕçлĕ канашлу ирттерчĕ. В.Б.Степаницкий тата унпа пĕрле килнĕ хăнасем _ Çут çанталăкпа усă куракан сферăна тĕрĕслесе тăракан Федераллă службăн Чăваш Республикинчи управленийĕн ертỹçи В.А.Косачев, асăннă управлени специалисчĕ О.В.Репина, "Присурский" Патшалăх çут çанталăк заповедникĕн директорĕ А.И.Олигер "Чăваш вăрманĕ" Наци паркĕн ĕçне лайăх хак пачĕç, çут çанталăкпа унăн пуянлăхĕсене сыхласа упрас тĕлĕшпе пысăк ĕç тунине палăртрĕç. _ Пуринчен те ытларах мана Шăмăршă илемĕ, кунти тирпей-илем килĕшрĕ, - терĕ Мускава тухса каяс умĕн В.Б.Степаницкий. _ Ĕçчен те тарават, ырă кăмăллă çынсем пурăнаççĕ кунта.

 Г.ТИХОНОВА, "Чăваш вăрманĕ" Наци паркĕн директорĕн экологи пĕлĕвĕсем парас тĕлĕшпе ĕçлекен çумĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
07 ноября 2007
00:00
Поделиться