Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

В.П.Фадеев Пĕтĕм Раççейри канашлу ĕçне хутшăннă

 

ÇАК кунсенче Мускавра, Союзсен çурчĕн Колоннăллă залĕнче Раççей Федерацийĕнчи муниципаллă йĕркеленỹсен совечĕсен канашлăвĕ пулса иртнĕ, унăн ĕçне Шăмăршă районĕн пуçлăхĕ В.П.Фадеев та хутшăннă. _ Çак канашлу ĕçне Раççей Президенчĕ Владимир Владимирович Путин хăй хутшăнни унăн пĕлтерĕшĕ пысăккине çирĕплетет, - терĕ пирĕн корреспондента В.П.Фадеев. _ Çĕршыв пуçлăхĕ муниципалитетсем пысăк задачăсене татса пама пултараççĕ тесе шутлать, вĕсем приоритетлă наци проекчĕсене пурнăçа кĕртессишĕн вăй-хала шеллемесĕр ĕçлеççĕ. Канашлура Раççей ялĕсене çĕклес, çулсем тăвас, аталану генпланĕ туса пурнăçа кĕртес тата ытти ыйтусене сỹтсе явнă.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
31 октября 2007
00:00
Поделиться