Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Тыткăнларĕç чуна юмахри сăнарсем

 

Валентина Львова режиссер ертсе пыракан Шăмăршăри халăх театрĕ çумĕнче ача-пăча студийĕ те ăнăçлă ĕçлесе пырать. "Пĕчĕк çăлтăрсем" кружока çỹрекенсем районти мероприятисен программисене мини-сценкăсемпе, шỹтлĕ монологсемпе, кулăшла сăвăсемпе, юптарусемпе илемлетеççĕ. Кунсăр пуçне çуллен çĕнĕрен те çĕнĕ премьерăсемпе те савăнтараççĕ. Акă, нумаях пулмасть студин пĕчĕк артисчĕсем Шăмăршăри Культура керменĕнче вырăс халăх юмахĕ тăрăх хатĕрленĕ "Морозко" спектакль кăтартса пачĕç. Шăмăршăри вăтам шкулта вĕренекенсем, райцентрти ача сачĕн воспитанникĕсем çĕнĕ премьерăна ăшшăн йышăнчĕç. Яланхи пекех, пĕчĕк артистсем спектакльте ăста вылярĕç. Мария Кузьмина (Курак, Вăйă ачи), Ирина Саландаева (Агаша, Вăйă ачи), Елизавета Кисамеева (Мулкач, Вăйă ачи), Юлия Шигарева (Марфуша), Екатерина Порфирьева (Настенька), Оксана Кудряшова (Ама çури амăшĕ), Анастасия Кузьмина (Мулкач, Вăйă ачи), Кирилл Кудрявцев (Морозко), Надежда Сетнерова (Ертсе пыракан), Алиса Миронова (Пакша, Вăйă ачи), Екатерина Любимова (Кашкăр, Вăйă ачи), Марина Кисамеевапа Никита Кудрявцев (Вăйă ачисем) тата Любовь Явкина (Юмахçă) хăйсен ролĕсене ĕненмелле те витĕмлĕн калăпларĕç. Спектакль хыççăн, вĕсене тав туса, тулли зал чылайччен алă çупрĕ. Студи руководителĕ В.А.Львова каланă тăрăх, ноябрь уйăхĕнче çак спектакле тепĕр хут кăтартма палăртнă. Ун чухне Шăмăршăри Культура керменне районти ялсенчи шкулсенче вĕренекенсем тата ача-пăча сачĕсен воспитанникĕсем пухăнĕç, инсценировкăланă интереслĕ юмахпа паллашĕç. И.АНАНЬЕВ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
31 октября 2007
00:00
Поделиться