Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Спартакиадăран _ лайăх кăтартусемпе

 

ИРТНĔ эрне вĕçĕнче Кỹкеçри спорт комплексĕнче патшалăх влаçĕн органĕсемпе вырăнти самоуправленире ĕçлекенсен республикăри улттăмĕш спартакиади пулса иртнĕ. Унта пирĕн район администрацийĕн команди те хутшăннă, дартс, сĕтел çинчи теннис, шашка, шахмат вăййисенче лайăх кăтартусемпе палăрнă. Республикăри 26 команда хушшинче шăмăршăсем малти вырăнсене йышăннă. "Эпир шывра ишессипе çеç япăхрах кăтартусем турăмăр, - терĕ хаçат корреспондентне команда капитанĕ Андрей Вазанов. _ Çитес çулсенче, Шăмăршăра чаплă бассейн хута кайсан, малти вырăнсене йышăнатпăрах!"

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
31 октября 2007
00:00
Поделиться