Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

"Раççей Президенчĕ Раççейпе унăн халăхĕн шăпишĕн ответлăх илчĕ"

 

 

 ОКТЯБРĔН 26-мĕшĕнче Чăваш Ен Президенчĕ, "Единая Россия" партин Аслă канашĕн членĕ Николай Федоров, Раççей Патшалăх Думин Çĕршывсем хушшинчи ĕçсен комитечĕн председателĕ, "Единая Россия" партин Тĕп Канашĕн Президиум секретарĕн çумĕ Константин Косачев "Единая Россия" парти майлă çынсен форумĕн ĕçне хутшăннă. Форумра палăртнă тăрăх, çĕршывра 90-мĕш çулсенчи политика, экономика тата ăс-тăн кризисне ăнăçлă çĕнтернĕ. Раççейре ача çуратасси ỹсет, ĕç укçипе пенсисем хăпараççĕ, граждансен тупăшĕ пуянлансах пырать. Юлашки çичĕ çул хушшинче Раççей экономики 60 процент ỹснĕ. Чăваш Енри промышленноç производствин ỹсĕмĕ, вĕрентỹ, сывлăха сыхлас ĕç, культура модернизацийĕн хăвăртлăхĕ Раççейри кăтартусенчен чылай лайăхрах. Çакна Владимир Путин республикăна виççĕмĕш хут килсен уçăмлăн палăртрĕ. Форумра сăмах илсе, Константин Косачев çапла каланă: "Эпир чăннипех те аслă çĕршывра пурăнатпăр. Çакăн пек çĕршывпа мухтанма пулать тата мухтанмалла та. Çакăн пек çĕршыва юратмалла. Ку вăл _ пирĕн аслă Раççей, çак чапа çĕршыва Раççей Федерацийĕн Президенчĕ, "Единая Россия" партин списокри лидерĕ Владимир Владимирович Путин тавăрчĕ. Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Васильевич Федоров _ Путин командинчен". "Раççей Президенчĕ Владимир Владимирович Путин Раççейпе унăн халăхĕн шăпишĕн пысăк ответлăх илчĕ, - тенĕ форумра тухса калаçнă Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров. Николай Васильевич Раççей шăпи декабрĕн 2-мĕшĕнче пулакан суйлавран нумай килнине палăртнă. Форумра "Единая Россия" парти майлă çынсем Чăваш Республикинче пурăнакансене Чĕнсе калани йышăннă. П.ФОМИН.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
31 октября 2007
00:00
Поделиться