Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Халăх театрĕнче _ премьера

 

РАЙОНТИ Культура керменĕнче Шăмăршăри халăх театрĕ Н.Сидоров пьеси тăрăх лартнă "Кукша пуçа куршанкă çыпăçмасть" спектакль премьери пулса иртнĕ. Ăна В.Львова режиссер лартнă. Вырăнти артистсен çĕнĕ ĕçĕ куракансене чăннипех те килĕшнĕ. Шăмăршă кĕркунне те илемлĕ РАЙОН центрĕ кунсерен тенĕ пекех лайăхланса, илемленсе пырать. Урамсенче Шăмăршăра пурăнакансемпе тĕрлĕ организацисемпе учрежденисенче вăй хуракансем те сахал мар тăрăшаççĕ. Иртнĕ эрнере те район центрĕнче черетлĕ субботник пулса иртрĕ, унта пурте хастар хутшăнчĕç, тăрăшса та хавхаланса ĕçлерĕç.



"Шăмăршă хыпарĕ"
31 октября 2007
00:00
Поделиться