Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Юлнă ĕç çине юр çăвать

 

МАЛ ĕмĕтлĕ, йывăрлăхсем умĕнче çухалса кайман çынпа калаçма та кăмăллă. Акă, "Бездна" фермер хуçалăхĕн ертỹçи Александр Сатеев кăçал "АПК" аталанăвĕ" наци проекчĕн çăмăллăхлă кредичĕпе сĕт турттармалли çĕнĕ автомашина, тĕштырă акмалли сеялка, БДМ агрегат, сортировка тата протравитель туянасси çинчен пĕлтерчĕ те, пуçра çакăн пек шухăш çуралчĕ: "Ачи _ маттур, ĕçлеме пултарать!" Александр Ивановичпа пĕрле техника паркĕ тăрăх курса çỹретпĕр. Пур йышши ял хуçалăх техникине те тирпейлĕн кăна хĕл валли упрама лартнă. Тутăхакан пайсене çу сĕрнĕ, кустăрмасене шуратнă, сеялкăсемпе культиваторсене çуса тасатнă. _ Шел, комбайнсене упрама ангар çук, - пăшăрханать фермер. _ Килес çулсенче тăватпăрах! Ĕненес килчĕ ăна, юлашки икĕ-виçĕ çул хушшинче тунă ĕçсем сулмаклă пулни те ĕненме хистерĕ. "Бездна" фермер хуçалăхĕ çĕр ĕçĕнче те, выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче те пысăк ỹсĕмсем тăвать. 1500 гектар çĕр çинче тĕштырă, çĕр улми, выльăх апачлĕх культурăсем тухăçлă çитĕнтерет. Кăçал 10 гектар çинче çĕр улми лартса ỹстернĕ, гектартан вăтам шутпа 205-шер центнер тухăç илнĕ. Халĕ çĕр улмин килограмне 6-шар тенкĕпе сутать, туянакансем килсех тăраççĕ. Çитес çул "иккĕмĕш çăкăр" лаптăкне 25 гектара çитересшĕн. Сортлă вăрлăх çителĕклĕ, пулăхлă çĕр уйăрма пăхнă. Хуçалăхра çывăх кунсенчех пĕтĕм лаптăк çинче çĕртме сухи тăвасси вĕçленет. Тăватă тракторпа хĕрсех сухалаççĕ. Кĕр тыррисен уйĕсене те çитсе куртăмăр. 350 гектар акнă ырашпа кĕрхи тулла. Минераллă удобренисемпе пĕрле имçамласа акнă вăрлăх хỹхĕм шăтса тухнă. Кỹршĕри "Нива" хуçалăхра та техникăна хĕл валли упрама лартас тĕлĕшпе тăрăшни курăнчĕ. Механизаторсем хăйсене шанса панă ял хуçалăх машинисене ГОСТ ыйтнă пек упрама лартмасăр паркран пăрахса кайман. Хуçалăх ертỹçи Г. Исаев техникăна кам мĕнле пăхнине хăй контроллесе тăрать. "Восход" ял хуçалăх кооперативне те çитсе куртăмăр çак кун. Кунта районта пуринчен малтан юсавçăсен бригадине йĕркеленĕ. А.Самсонов, Э.Мутов, Н.Ухваркин, Н.Краснов, В.Козлов, П.Воробьев тата ытти юсавçăсем сеялкăсемпе культиваторсене юсама пуçăннă. Çанталăк лайăх тăнă чухне техникăна хатĕррисен ретне лартассишĕн юсавçăсем вăй-халĕсене шеллемеççĕ. "Колос" ЗАОра та ял хуçалăх техникине хĕл каçарма лайăх вырнаçтарса лартнă, юсама та пуçăннă. Уратасем çинче ретĕн-ретĕн ларакан сеялкăсемпе культиваторсем кунта чăн-чăн çĕр ĕçченĕсем вăй хунине çирĕплетеççĕ. Шел те, ытти çулсенче яланах ырă тĕслĕх кăтартнă "Искра" хуçалăхра кăçал кăмăла хуçакан тĕслĕхсене тĕл пулма тиврĕ. Ноябрь уйăхне кĕретпĕр пулин те, кунта уй-хир ĕçĕсем вĕçленеймен-ха, техникăна упрама лартасси те вăраха тăсăлнă. Сивĕсем пуçлансан тимĕре тыткалама йывăр пулни паллă вĕт-ха, мĕншĕн лайăх çанталăкра усă курса юлмалла мар? "Юлнă ĕç çине юр çăвать", - теççĕ ваттисем. И.САЛАНДАЕВ.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
27 октября 2007
00:00
Поделиться