Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Выставкăран _ бронза медальпе

 

МУСКАВРА "Ылтăн кĕркунне _ 2007" ятпа Пĕтĕм Раççейри 9-мĕш аграри выставки иртнĕ, унта пирĕн районти "Миха" фермер хуçалăхĕ те хутшăннă. Г.Егорова фермер выставкăн бронза медальне тивĕçни _ пысăк çитĕнỹ. "Миха" фермер хуçалăхĕ çĕр ĕçĕнче те, выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илес тĕлĕшпе те лайăх кăтартусемпе палăрнă. Такăр çул яла илемлетет ШĂМĂРШĂРИ ДРСУ ĕçченĕсем хăйсен професси уявне лайăх çитĕнỹсемпе кĕтсе илчĕç, Чăваш Республикин Президенчĕн программисене пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе ăнăçлă ĕçлерĕç. Акă, кăçалхи сезонра Канаш паççулккинче _ 1100 метр, Асанкассинче _ 1000 метр асфальт çул сарнă. Вырăнти бюджет укçипе те вырăнлă усă курать В.Г.Федотов ертсе пыракан коллектив. Район администрацийĕн заказĕпе Пăчăрлă Пашьелĕнче _ 1000 метр, Пуянкассинче _ 1000 метр, Кахăрлă Шăхалĕнче _ 500 метр, Карапай Шăмăршăра _ 800 метр, Канаш паççулккинче 850 метр асфальтлă çул тунă. Район территорийĕнчи çул-йĕрсене кирлĕ пек тытса тăрассине, вĕсене вăхăтра юсассине те тимлĕхре тытаççĕ предприяти ĕçченĕсем. Сăмахран, Кивĕ Чукалта _ 1000 метр, Шăмăршăпа Анат Чаткас хушшинче 1000метр çул юсанă (заказчикĕ _ район администрацийĕ). Хальхи вăхăтра ДРСУ работникĕсем район территорийĕнчи çул-йĕрсем çинчи шăтăк-путăксене юсаççĕ. Пĕрлех, асфальт сарма хатĕрлесе, Анат Чаткас ялĕпе Хĕрлĕ Васан паççулкки хушшинчи çула хăпартас ĕç те хĕрỹ пырать. Паянхи кун тĕлне 8 километр тăршшĕ тăпра хăпартнă, 5-шне вакă чул сарнă. Ирçе Тĕккипе Баскак хушшинче те 5 километр çĕр хăпартса тухнă. Ку ĕç малалла пырать. Асфальт завочĕ чăрмавсăр ĕçлет. Сезон пуçланнăранпа паянхи кун тĕлне 11 пин тоннăна яхăн асфальт туса кăларнă. Предприятире халĕ техникăна хĕл условийĕсенче ĕçлеме хатĕрлесси те пуçланнă. И.АНАНЬЕВ.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
27 октября 2007
00:00
Поделиться