Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Шуса иртрĕç çулсем, кĕмĕлленчĕç çỹçсем...

 

 КĔСКЕ хреллĕ вăл, ватă çын ыйхи. Кунĕпе килте кăштăртатса Матюк аппа кĕçĕр те канлĕ çывăраймарĕ. Ыйхи вĕçрĕ унăн. Кăштах тĕлĕрсе илесчĕ тесе таçта та çитсе çапăнчĕ шухăшпа. Сакăр вунă çул хушшинчи пулăмсем куçĕ умĕнчен вĕлтлете-вĕлтлете иртрĕç. Вĕçĕмсĕр тĕлĕк, ыйхăсăр тĕлĕк. Акă вăл, пĕчĕкскер, Анат Чаткас хирĕнче амăшĕпе пĕрле çум çумлать. Çанталăкĕ шăрăх, çан-çурăма пĕçертет. Сивĕ шывшăн ăш çунать. Çав вăхăтрах куçĕ умне савнă мăшăрĕпе ачисем килсе тухаççĕ, пĕринчен тепри пĕчĕкрех... Шартах сиксе вăранчĕ Матюк аппа. Чỹречерен шуçăм çути сăрхăнса кĕрет. Урăх йăраланса выртас çук. Кăштăртатса тăчĕ те çутă çутрĕ, хăпăл-хапăл тумланчĕ. Ачисем килсе çитиччен мĕн те пулин хатĕрлес тесе алăкăн-тĕпелĕн кумма пикенчĕ, шухăш çăмхине малаллах сỹтрĕ... Вăхăт ялан таçта васкать çав. Матюк аппа та çак тарана çитнине сисмерĕ. Ялти шкулта тăватă класс пĕтернĕскер пĕчĕккĕллех тăван çĕрпе туслашрĕ. Ỹсерехпе аслисемпе танах тырă вырчĕ, тăпачăпа авăн çапрĕ, пуса-кантăр татрĕ, çĕр улми пуссинче тăрмашрĕ, ухăнса утă çулчĕ. Уйра çĕр улми пуçтарса вар-хырăма улталани те манăçмасть. Мĕн кăна тỹсеймерĕç-ши вăрçă ачисем! Ытла та ир çитĕнчĕç вĕсем. 14-15-рех йывăр ĕçпе хуçăлчĕç. Вăрçă чарăннă çул Матюк вунсаккăр тултарчĕ. Шăпах пиçсе çитнĕ çырла. Ытараймарĕ ăна Хайпăла каччи, Михаил Старшов хăйĕн мăшăрĕ пулма ыйтрĕ. Хĕр çунатпах çуралать çав, куç шăрçине сыхланă пек пăхса ỹстер те ăна, вăл вара çитĕнсен çичĕ юта вĕçет. Амăшĕ хĕрне тем пекех хăй çумĕнчен уйăрасшăн марччĕ те вĕт, мĕн тăвăн, хĕр ỹссе çитсен тăван килтен уйрăласси ĕлĕкрен килекен йăла. Матюкпа Михаил Старшовсен çемйи Хайпăлара яланлăх тĕпленме шутламан, район центрне _ Шăмăршăна куçнă. Матюк пĕр организацие тирпейлỹçĕне вырнаçнă, Михаил та хăйне килĕшекен ĕç тупнă. Çапла кун хыççăн кун иртнĕ. Çемьере ачасем хутшăнсах пынă. 3 ывăлпа икĕ хĕре ура çине тăратма, паллах, çăмăлах пулман. Мĕн чухлĕ алса-чăлха çыхмалла, кăмака хутса çăкăр пĕçермелле! Тăраниччен çывăрма вăхăчĕ те юлман. Çапах чăтнă, тỹснĕ, ачасене çынсенчен кая çỹретмен. Ỹссе çитĕнчĕç Матюк аппапа Миша тете ачисем. Аслă тата ятарлă вĕренỹ заведенийĕсенче ăс пухрĕç. Асли _ Борис _ водитель, çемьеллĕ, Шăмăршăрах пурăнать. Петр Ленинградри çар академийĕн преподавателĕ. Мăшăрĕ те унтах ĕçлет. Лидя Патăрьел районĕнчи Алманчă ялне качча тухнă. Магазин заведующийĕ. Раççей тава тивĕçлĕ суту-илỹ ĕçченĕ. Витя Шупашкарти пир-авăр комбинатĕнче вăй хурать. Лена Çĕнĕ Тăрăн кинĕ, нумай çул Шăмăршăри пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕнче бухгалтерта ĕçлет. Кашниех хăйĕн ĕçĕнче пысăк авторитетлă, сăпайлă, маттур. Кинĕсемпе кĕрỹшĕсем те ырă ятлă. Мăнукĕсем саккăрăн, вĕсен ачисем _ виççĕн. Савăнать вĕсемпе Матрена Васильевна. М.Старшова мăшăрĕ вилнĕренпе 23 çул ĕнтĕ пĕччен пурăнать. Ывăлĕ-хĕрĕ, кинĕ-кĕрỹшĕ, вĕсен ачисем амăшне килсе пулăшсах тăраççĕ, пĕчченлĕхе туйма памаççĕ. Çурхи хĕвел пек ăшă кăмăллă Матюк аппа çине пăхсан вăл 80 çула çитнине ĕненес те килмест. Сăнран çамрăк курăнать, сывлăхĕ çирĕп, кĕлетки пиçĕ. Çак тарана çитсе те больницăна кайса курман. Ачисене пурне те килĕнчех çуратнă. Шăлĕсем те шăкăрин, тип-тикĕс. Эрех-сăрапа иртĕхмест, курăк чей кăмăллать. Килти мĕнпур ĕçе хăй тăвать, чăх-чĕп усрать, пахчара чакаланать. _ Ачасем нихăçан та кĕрĕк арки йăваласа ларман. Ĕçре пиçĕхсе ỹснĕрен пурнăçра хăйсен çулне тупма пултарчĕç пулĕ... _ сăмахлать Матрена Васильевна. Кинĕсемпе кĕрỹшĕсем мăнукĕсемпе вĕсен ачисем çинчен те хавасланса калаçать ăшă чунлă асанне-кукамай. Вĕсен çитĕнĕвĕсемпе савăнса пурăнать халĕ М.Старшова, вĕсен ĕмĕчĕсемпе çунатланса хăпартланать. Несĕл йывăççипе сумлă тураттисем çулран çул хунаса пыраççĕ, çĕр çине тарăн тымар яраççĕ. Валентина МАЛЬЦЕВА.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
27 октября 2007
00:00
Поделиться