Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Пăва тăрăхĕнче пулчĕç

 

Çак кунсенче, Шăмăршăри чиркнастоятелĕнчен Николай аттерен пиллĕх илсе, "Шăмăршă хыпарĕ" хаçат редакцийĕн коллективĕ "Газель" автомашинăпа Тутарстанри Пăва районĕнчи Фролово ялнелле çул тытрĕ. Редакци ĕçченĕсем малтан вырăс ялĕнчи Хусан Турă Амăшĕ ячĕллĕ пысăк чиркỹре пулчĕç (ăна 1789 çултах тунă), ун таврашĕнчи илемлĕ вырăнсемпе паллашрĕç, асăнмалăх сăн ỹкерттерчĕç. Кун хыççăн вара Фролово çывăхĕнчи чир-чĕртен сыватакан Пантелеймон Çвятойăн çăлкуçĕ патне çитрĕç, сăваплă вырăнти Икона умне çурта çутрĕç, Таса шыва ĕçрĕç, пит-куçа çурĕç. Çвятой шыва савăтсене тултарсан вара каялла _ Пăвана кайма тухрĕç. Хулара шăмăршăсем вырăнти хаçат редакцийĕн коллективĕпе тĕл пулчĕç, журналистсем пĕр-пĕрин ĕç опычĕпе паллашрĕç. Юлашкинчен вĕсем хулари краеведени музейне кĕрсе курчĕç. Спартакиада малаллах пырать Шкул ачисен ХХ Спартакиади хĕрсех малалла пырать. Вĕренекенсем хăйсен вăйĕсене теннисла тата шахматла выляса виçрĕç. Çакна та палăртса хăвармалла, кăçал пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан тата тĕп шкулсен командисем Спартакиадăра уйрăмшарăн ăмăртаççĕ. Теннисла выляса пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкулсем хушшинче (пурĕ 8 команда) пĕрремĕш вырăна Шăмăршă шкулĕн 1 команди (Е.Сабанов, Д.Иванов, К.Прокопьева) çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче _ пăчăрлăпашьелсемпе (1 команда) карапайшăмăршăсем. Тĕп шкулсен командисенчен ăнăçлăрах кивчукалсем вылярĕç, вĕсем _ пĕрремĕш. Виçпỹрт Шăмăршăн туслă команди _ иккĕмĕш, пуянкассисем вара виççĕмĕш вырăнсенче. Шахматла выляссипе вĕренекенсем хушшинче А.Ленгесов (Шăмăршă, 1 команда), А.Петров (Пăчăрлă Пашьел, 1 команда) 1-2 вырăнсене пайларĕç. Васанти В.Смаев хальхинче виççĕмĕш вырăнпа çырлахрĕ. Хĕрсем хушшинче çĕнтерỹçĕ ятне С.Максимова (Шăмăршă) çĕнсе илчĕ. С.Крикина (Пăчăрлă Пашьел) _ иккĕмĕш, О.Гладкова (Виçпỹрт Шăмăршă) _ виççĕмĕш. Шахматистсен командисем вара çапларах вырнаçрĕç: пĕрремĕш _ Шăмăршă шкулĕ (1 команда), иккĕмĕш _ Пăчăрлă Пашьел шкулĕ (1 команда), виççĕмĕш _ Палтиел шкулĕ. Шкул ачисен ХХ Спартакиади малалла пырать. Вĕренекенсен хăйсен вăйне тата нумай ăмăртура кăтартма тивĕ. А.МИХАЙЛОВ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
27 октября 2007
00:00
Поделиться