Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ял ĕçченĕсене чыслĕç, ярмăркка та ĕçлĕ

 

ЯЛ ĕçченĕсен кунне халалланă уява ноябрĕн 2-мĕшĕнче, эрне кун Шăмăршăри Культура керменĕнче ирттерме палăртнă. Район пуçлăхĕн çумĕ В.Н.Никифоров пирĕн корреспондента пĕлтернĕ тăрăх, çак кун Шăмăршăра ял хуçалăх продукчĕсене сутмалли ярмăркка та иртĕ. Кунта аш-какай, сĕт-çу, пыл, тырă, пахча-çимĕç, утă-улăм, тислĕк йỹнерех хакпа туянма май пулĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
24 октября 2007
00:00
Поделиться