Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Евгений Юманов _ республика чемпионĕ

 

ÇАК кунсенче Шупашкарта çамрăк самбистсен республикăри ăмăртăвĕ иртнĕ. Республикăра мала тухассишĕн пынă ăмăртура 1990-1991 çулсенче çуралнă яшсем вăй виçнĕ. Шăмăршăри çамрăксемпе ачасен спорт шкулĕн воспитанникĕ Евгений Юманов 87 килограмм таранчченхи виçе категорийĕнче пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ (тренерĕ _ Александр Ичанкин). 48 килограмм таранчченхи виçе категорийĕнчи Александр Юнкеров виççĕмĕш вырăна тухнă. Иван Владимировпа Дмитрий Краснов пиллĕкмĕшпе улттăмĕш пулнă.



"Шăмăршă хыпарĕ"
24 октября 2007
00:00
Поделиться