Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Черкке пушатаççĕ _ авари тăваççĕ

 

КĂÇАЛ 9 уйăхра район территорийĕнче пурĕ 18 авари пулнă, вĕсенче 8 çын вилнĕ, 38 çын аманнă. Пĕлтĕр çак тапхăрта 7 аварире 1 çын пурнăçран уйрăлнине, 7 çын суранланнине регистрациленĕ. 2007 çулти аварисенчен 7-шĕнче водительсем ỹсĕр пулни палăрнă. Çынсем вилнипе çыхăннă 2 аварие те ỹсĕр водительсем тунă. Водительсем руль умне ларас умĕн алкоголь шĕвекĕсем ĕçни, вĕсем хăвăртлăх режимне пăхăнманни тата çуран çỹрекенсем çул-йĕр правилисене пăсни аварисен сăлтавĕсем пулса тăнă. Çул-йĕр правилисене тĕрлĕ майпа пăснă фактсем тăрăх милицин ГИБДД уйрăмĕн сотрудникĕсем кăçал пурĕ 3470 протокол çырнă, çав шутран 1069-шĕ _ водительсем хăвăртлăха кирлинчен ытларах ỹстернипе, 191-шĕ _ транспорта патшалăх техосмотрĕ витĕр кăларманнипе, 651-шĕ _ техника тĕлĕшпе юсавсăр мототранспортпа çула тухнипе, 66-шĕ _ водительсем çынсем лартса çỹремелли правилăсене пăхăнманнипе, 376-шĕ _ çуран çỹрекенсем хăрушсăрлăх йĕркисене пăснипе, 298-шĕ водительсемпе пассажирсем салонра хăрушсăрлăх ременне çыхманнипе, 17-шĕ водительсем хăрушă груз турттарса çỹремелли инструкцие вырăна хуманнипе çыхăннă. Аварисен шутне чакарас, вĕсем пуласран асăрхаттарас тĕллевпе ГИБДД инспекторĕсем милицин ытти службисен сотрудникĕсемпе пĕрле профилактика ĕçне туса пыраççĕ, районти шалти ĕçсен пайĕн тата Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствин планĕсемпе килĕшỹллĕн, тĕллевлĕ рейдсем ирттереççĕ. Акă, октябрĕн 12-мĕшĕнче "Маршрутное такси", 16-мĕшĕнче "Скорость" профилактика мероприятийĕсем йĕркелерĕмĕр. Октябрĕн 26-мĕшĕнче "Автобус", 30-мĕшĕнче "Пешеходный переход" оперативлă рейдсем ирттерме палăртнă.

 Н.РУБЦОВ, милицин ГИБДД уйрăмĕн начальникĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
24 октября 2007
00:00
Поделиться