Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Чаткассемпе чукалсем те сотовăй телефонпа калаçĕç

 

 

ТРЕХ каламалла, сотовăй телефон пирĕн пурнăçра чи кирлĕ япаласенчен пĕри пулса тăчĕ. Çак телефонпа çивĕч ыйтусене те самантрах татса пама пулать. Пĕр сăмахпа каласан, цивилизаци ырлăхĕ. Шел те, чаткассемпе чукалсем халиччен те сотовăй телефонпа калаçма пултараймастчĕç. Станцисен хăвачĕ çитмест, мĕн тăвăн. Çĕнĕ çултан вара çак пăтăрмах пулмĕ: Шамкайра тата Чаткасра "Мегафон" сотовăй çыхăну компанийĕ усилительсем вырнаçтарма палăртать.


"Шăмăршă хыпарĕ"
24 октября 2007
00:00
Поделиться