Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Çул хĕррипе _ йывăçсем

 

ÇАК кунсенче кăна-ха Канаш паççулккинче пурăнакансем яла асфальт çул çитнине уявланăччĕ, вĕсене саламлама Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров хăй килнĕччĕ. Ял çыннисемпе тĕл пулнă чух Николай Васильевич çулăн икĕ енĕпе йывăçсем лартса чĕртме сĕнỹ панăччĕ. Ырă пуçару халăха хавхалантарсах ячĕ. Иртнĕ ытлари кун паççулккара Йывăç кунĕ пысăк активлăхпа иртрĕ. Район центрĕнчи тĕрлĕ организацисемпе учрежденисенче ĕçлекенсем те ял çыннисене пулăшма килнĕччĕ. Пĕрлехи вăйпа асфальт çулăн икĕ енĕпе çĕр-çĕр тĕп пилеш, хурăн, чăрăш лартнă. Ял çыннисене те хунавсем валеçсе панă _ вĕсем эрне тăршшĕпех çурт умĕсене тата ишĕлекен çырма-çатра хĕррине йывăçсем лартаççĕ. Мĕн лартнине упраса ỹстересчĕ, тепĕр темиçе çултан, Н.В.Федоров кунта тепĕр хут килсен, çамрăк вăрман илемне курса савăнтăр, "маттур эсир, канашсем!" - тесе калатăр. Çапла пултăр! Йывăçсемпе тĕмсем лартмалли субботниксем районти ытти ялсенче те пысăк активлăхпа иртеççĕ. Пур çĕрте те тенĕ пек пилешпе хурăн тата ытти илемлĕ йывăçсене лартаççĕ. Вăрман хуçалăхĕ çамрăк хунавсемпе пĕр чăрмавсăр тивĕçтерет.



"Шăмăршă хыпарĕ"
20 октября 2007
00:00
Поделиться