Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ÇĔНĔ ĔÇ УКÇИ: савăнтарать, ответлăха ỹстерет

 

ОКТЯБРЬ пуçламăшĕнче республикăри, çавăн пекех пирĕн районти педагогсемпе врачсем çĕнĕ ĕç укçи илчĕç. Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров тăрăшнипе, пирĕн республикăра ĕç укçи çĕршыври вăтам шайран та ытларах ỹснĕ. Ĕçре уйрăмах пысăк çитĕнỹ тăвакансен шалăвĕ унчченхинчен 2-3 хут та пысăкрах. Кăмăллă-и педагогсем çĕнĕ ĕç укçипе? Çак ыйтăва пирĕн корреспондент Шăмăршăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкулта ĕçлекенсене панă.

Л.Н.ИВАНОВА, шкул директорĕ: _ Пĕр пытармасăр калатăп, çак ĕç укçине эпир тỹсеймесĕр кĕтнĕ. Хамăрăн коллегăсемпе çĕнĕ тỹлев пирки нумай калаçнă, сỹтсе явнă. Сентябрĕн 1-мĕшĕнче пирĕн шкулта ĕçшĕн тỹлемелли системăн тулли схеми вăя кĕчĕ. Çĕнĕ системăпа педагогсене эрнере 36 сехет ĕçленĕшĕн должноç оклачĕ тỹленет: енчен те унччен учительсене ĕç укçине уроксем ирттернĕшĕн тỹленĕ пулсан, халĕ вара унăн пĕтĕм ĕç-хĕлне, воспитани ĕçне мĕнле илсе пынине те шута илетпĕр. Кунта педагогăн квалификацийĕ уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ _ аслă категори пулсан, сăмахран, ĕç укçи икĕ хута яхăн ỹсет. Çакна та каламалла: пирĕн шкулта квалификацие ỹстерес тĕллевлĕ учительсем йышлă, чылайăшĕ аслă категори илме аттестаци иртесшĕн. Вĕсене ăнăçу çеç сунас килет. Ĕç укçине ỹстерни вĕрентỹпе воспитани ĕçĕ çине паллă витĕм кỹрсен, 2009 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен çак система районти кашни шкулах çитĕ.

С.Г.ЖИЛКИНА, акăлчан чĕлхине вĕрентекен: _ Ĕç укçине çĕнĕлле тỹлени чăннипех те кăмăла çĕклет: унчченхипе танлаштарсан, вăл 3 хута яхăн ỹсрĕ. Ĕç укçине ỹстерме мана квалификаци пулăшрĕ. Эпĕ _ аслă категориллĕ учитель, халăха вĕрентес ĕçĕн хисеплĕ работникĕ. Эпир, учительсем, çакна лайăх ăнланатпăр: лайăх результатсем паракан творчествăлла ĕçшĕн ытларах укçа тỹлеççĕ. Президентăн "Çĕнĕ шкул" программи вĕрентỹ ĕçне çĕнетсе улăштарма пулăшни пире чĕререн савăнтарать.

Ф.Ф.ИВАНОВ, шкул директорĕн çумĕ, информаци учителĕ, аслă категориллĕ педагог: _ Ман шутпа, ĕç укçине ỹстерни учительсемшĕн кăна мар, вĕренекенсемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсемшĕн те лайăх. Халĕ учитель _ ĕç кунĕ тăршшĕпех шкулта, çапла вара шкул ачисемпе уйрăмшарăн ĕçлеме, чи пултаруллă вĕренекенсене тупса палăртма майсем çителĕклĕ. Юлса пыракансем те малтисенчен тĕслĕх илсе тăрăшарах вĕренме пуçлĕç.

Т.Б.ЯПОНЦЕВА, çамрăк специалист: _ Эпĕ шкулта ĕçлеме юрататăп, çавăнпах мĕн ачаран учитель пулма ĕмĕтленеттĕм. Çапах та çамрăк специалистсене унччен ĕç укçине питех те сахал тỹлетчĕç. Хĕр-упраçшăн уйăхне 2 пин тенкĕ илни сахал мар-и-ха вара? Кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче ĕç укçине чылай ỹстерни манăн ĕçлес хавхаланăва темиçе хут хăпартрĕ. Кун пек ĕç укçипе пурăнма пулать! Аттестаци иртсен, хамăн квалификацие ỹстерсе пырсан, ĕç укçи тата та пысăкланĕ. Пирĕн республика вĕрентĕве модернизацилемелли комплекслă проекта ĕçе кĕртекен конкурсра çĕнтерни районта талантлă та пуçаруллă учительсем нумайрах пулĕç тесе шанма май парать.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
20 октября 2007
00:00
Поделиться