Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ача çуралать, ял-йыш савăнать...

 

ПИРĔН районта сентябрь уйăхĕнче 12 ача çуралнă. Пĕчĕкскерсем ашшĕ-амăшĕсене савăнтарса куллен-кунах ỹсеççĕ. Шел те, вилекенсен шучĕ те пĕчĕк мар. Иртнĕ уйăхра çут тĕнчерен 14 çын уйрăлса кайнă. Паллах, çакă пурне те шухăшлат- тарать. Ялсенче туйсем те кĕрлесех тăраççĕ. ЗАГС уйрăмне мăшăрланни çинчен ĕнентерекен хут илме сентябрь уйăхĕнче 14 мăшăр пынă. Апла ял поселенийĕсенче ачасен шучĕ ỹсесси куç кĕретех. Килĕшỹпе çураçу тупайман мăшăрсем уйрăлни пирки икĕ хут çырнă. Тем сăлтава пула пĕрле пурăнма кăмăл туман вĕсем. Танлаштарса пăхма, шутлама çакăн пек цифрăсем те илсе кăтартасшăн: кăçалхи 9 уйăхра пурĕ 120 ача çуралнă, 237 çын вилнĕ. Пĕтĕмлетỹ вара хамăрăн çеç тумалли юлать.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
20 октября 2007
00:00
Поделиться