Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Планеркăра _ район пурнăçĕн ыйтăвĕсем

ТУНТИ КУН район пуçлăхĕ В.П.Фадеев патĕнче ирттернĕ планеркăра кулленхи пурнăç ыйтăвĕсене _ халăха ăшăпа, электричествăпа, газпа пĕр чăрмавсăр тивĕçтерессине пăхса тухрĕç. В.П.Фадеев Шăмăршă урамĕсене çĕрлехи вăхăтра çутатса тăрассине те уйрăммăн палăртрĕ. Урамсенчи 120 лампăран 19-шĕ çеç çунни _ йĕркеллĕ пулăм мар. Учрежденисемпе лавккасен, кафесен вывескисене çутатса тăманни те вĕсен хуçисене чыс кỹмест. Шăмăршăри Культура Керменĕ умĕнче те çĕрле тĕттĕм. Перекет банкĕ çумĕнчи В.И.Уруков палăкне те çутатса тăмалла. Карапай Шăмăршăри çемье тухтăрĕн офисĕ хăçан хута каясси те паллă мар _ ял поселенийĕн администрацийĕ укçа çукки çине йăвантарса строительство ĕçĕсене чарса лартнă. Çав вăхăтрах спонсорсемпе укçа тупмалли ытти çăл куçсене шырамаççĕ. Офис хута кайманнипех Шупашкартан кирлĕ оборудовани кỹме май килмест. Çав оборудование ытти районсене валеçес хăрушлăх пур. Район пуçлăхĕ В.П.Фадеев çивĕч ыйтусене татса парас тĕлĕшпе кашни ертỹçĕн çине тăрса ĕçлемеллине палăртрĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
17 октября 2007
00:00
Поделиться