Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Малалла пăхсан _ малаш...

 

ИРТНĔ эрнере Шăмăршă районĕшĕн паллă событи пулчĕ _ пирĕн тăрăха Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров ĕçлĕ çул çỹревпе килсе кайрĕ. Канаш паççулкинче çул, районти тĕп больницăра реанимаципе хирурги уйрăмĕн çĕнетнĕ корпусĕ хута кайни, тасатакан сооруженисем туни _ çаксем пурте районта Президент программисем туллин пурнăçланса пынине çирĕплетеççĕ. Президент медиксене ỹпкене операци вăхăтĕнче искусствăлла майпа уçăлтармалли икĕ аппарат парнелерĕ. "Ялăн социаллă инфратытăмне çĕнетес тесе пысăк ĕçсем туса ирттеретпĕр. Çакă юлашкинчен экономикăна тĕреклетме, ял хуçалăх производствине ỹстерме, пĕтĕмĕшле вара халăх пунăçне лайăхлатма тивĕçлĕ", - терĕ Н.В.Федоров Президент çул çỹреве пĕтĕмлетнĕ май.

  



"Шăмăршă хыпарĕ"
17 октября 2007
00:00
Поделиться