Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ешерĕç çамрăк йывăçсем

 

"ЙЫВĂÇ ларт та, ăна упра" уйăхлăха хутшăнса, районта иртнĕ эрне вĕçĕнче вун-вун çын йывăçсемпе тĕмсем лартма тухнă. Ипподромра, тасатакан сооружени патĕнче, Мир аллейинче, свалка йĕри-таврашĕнче, Шăмăршăри К.Маркс урамĕн вĕçĕнче, Шăмăршă _ Вырăс Чукал автоçул хĕррипе тата ытти çĕрте илемлĕ хурăнсемпе пилешсем, чăрăшсем лартса хăварнă. Субботникра райадминистраци, аптека, ЛТЦ, Шăмăршăри вăтам шкул, БТИ, редакци тата ытти ĕç коллективĕсем хастар ĕçленине палăртмалла. Йывăçсем лартмалли уйăхлăх районта малалла пырать.



"Шăмăршă хыпарĕ"
17 октября 2007
00:00
Поделиться