Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ЧĔКЕÇ АППА

 

Карапай Шăмăршăри хисеплĕ ĕç ветеранĕ Ф.М.Медведева, иртнĕ ĕмĕрти 20-мĕш çулсенче çуралнă ытти нумай-нумай тантăшĕсем пекех, пурнăçра хура-шурра сахал мар курнă. Пĕчĕкрен пуçласа пенсие тухичченех колхоз производствинче ырми-канми вăй хунă Федосия Михайловна, яланах тỹрĕ кăмăлпа тăрăшнăшăн "1941-1945 çулсенче хастар ĕçленĕшĕн", "Ĕç ветеранĕ" медальсене, чылай Хисеп грамотисемпе парнесене тивĕçнĕ. Федосия Ершова (хĕр чухнехи хушамачĕ) 1927 çулта Патăрьел районĕнчи Чăваш Сăкăт ялĕнче çуралнă. Йышлă ачаллă çемьери Чĕкеç (ашшĕ-амăшĕ ăна çапла чĕннĕ те, паянхи кунчченех çак ятпа та çỹрет) пĕчĕклех ĕç çумне çыпăçнă. Ăна шкулта 5 класран ытла вĕренме май килмен. Вунтăваттăри хĕр Аслă Отечественнăй вăрçăн пĕрремĕш çулĕнчех тантăшĕсемпе пĕрле ыткăнса утă çулнă, çурлапа тырă вырнă, ăна тăпачпа çапса тĕшĕлесе сăвăрнă, ĕне кỹлсе 40 çухрăмри Пăвана тырă турттарнă (фронт валли), Улатăр районĕнчи Эйпеç таврашĕнче вăрман каснă. "Красное Знамя" колхоз ĕçченĕсем выçăллă-тутăллă ĕçлесе Аслă Çĕнтерĕве хăйсен сисĕмлĕ тỹпине хывнă. _ Хаяр вăрçă çулĕсенче фронтра мĕн чухлĕ арçын пуç хумарĕ-ши, - куççульне шăлса илет тыл ветеранĕ. _ Шел, манăн Симун тете те Ленинграда хỹтĕлесе пуç хучĕ. Вăрçă хыççăн та Чĕкеç уй-хир бригадинче вăй хунă. 1951 çулта Карапай Шăмăршă йĕкĕчĕпе _ Спиридон Медведев фронтовикпа пĕр çемьене пĕрлешнĕ. Федосия Михайловна ку ялта та яланах пысăк тăрăшулăхпа палăрса тăнă. Чылай çул хушши Киров ячĕллĕ колхозри уй-хир ĕçĕсенче хастар ĕçленĕ вăл, 12 çул фермăра пăрусем пăхнă. Фермăра пĕрле вăй хунă Матрена Мышкинана, Галина Александрована тата Клавдия Тимофеевана ветеран ырăпа аса илет. Пархатарлă ĕçре Чĕкеç аппа ял-йыш хисепне тивĕçнĕ. 1984 çултанпа _ тивĕçлĕ канура. Федосия Михайловнăпа Спиридон Александрович (питĕ шел, йывăр чире пула орден-медальсен кавалерĕ, колхоз производствин хастар ĕçченĕ 50 çултах пурнăçран уйрăлнă) 7 ача ỹстерсе çитĕнтернĕ, вĕсене тивĕçлĕ воспитани панă. Александр _ Саратов, Лидия _ Курган облаçĕсенче, Еленăпа Валентина _ Шăмăршăра, Нинăпа Мария тата Толя тăван ялта тĕпленсе пурăнаççĕ. Вĕсем пурте çемьеллĕ, хăйсем килĕштерекен ĕçре тăрăшаççĕ. Чĕкеç аппан халĕ 15 мăнук, мăнуксен ачисем _ пиллĕкĕн. Октябрĕн 14-мĕшĕнче Ф.М.Медведева хăй çуралнăранпа 80 çул çитнине паллă турĕ. Тăванĕсем, пĕрле ĕçленĕ тантăшĕсем çумне хутшăнса Федосия Михайловнăна чаплă юбилей ячĕпе пĕтĕм чун-чĕререн саламлатпăр, çирĕп сывлăхпа тулли телей, канлĕ ватлăх тата вăрăм ĕмĕр сунатпăр.



"Шăмăршă хыпарĕ"
17 октября 2007
00:00
Поделиться