Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

"Юрма" агропромхолдинг призĕсемшĕн

 

ШĂМАТ КУН, октябрĕн 6-мĕшĕнче, Пăчăрлă Пашьелĕнче "Юрма" агропромхолдинг призĕсене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетсен кросĕ пулчĕ. Паллă ĕнтĕ, çак агропромхолдинга пирĕн ентеш, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.Ф.Ермолаев ертсе пырать. Ăмăртăва районти пур шкул та хутшăнчĕ. Командăсем хушшинче Шăмăршăри вăтам шкул пĕрремĕш, Карапай Шăмăршă шкулĕ _ иккĕмĕш, Пăчăрлă Пашьел шкулĕ виççĕмĕш вырăн йышăнчĕç. 1997 çулта çуралнă е унтан çамрăкрах хĕр ачасем хушшинче 1000 метра чупса К.Смаева (Васан) - пĕрремĕш, П.Егорова (Виçпỹрт Шăмăршă) - иккĕмĕш, Е.Столярова (Карапай Шăмăршă) виççĕмĕш вырăн, арçын ачасем хушшинче Д. Ефимов (Шăмăршă) - пĕрремĕш, А.Хафизов (Шăмăршă) - иккĕмĕш, А.Мандрюков (Пăчăрлă Пашьел) виççĕмĕш вырăн, 1995-1996 çулсенче çуралнă хĕр ачасем 1000 метра чупса О.Филиппова (Шăмăршă) - пĕрремĕш, О.Чугунова (Карапай Шăмăршă) - иккĕмĕш, О.Козлова (Карапай Шăмăршă) - виççĕмĕш, арçын ачасем 2000 метра чупса А.Медведев - пĕрремĕш, И.Ионов - иккĕмĕш, В.Лаврентьев виççĕмĕш (виççĕшĕ те Карапай Шăмăршă шкулĕнчен) вырăн йышăнчĕç. 2000 метра чупса 1993-1994 çулсенче çуралнă хĕр ачасем хушшинче В.Ефимова (Васан) _ пĕрремĕш, О.Уськина (Пăчăрлă Пашьел) _ иккĕмĕш, М.Богатнова (Пуянкасси) - виççĕмĕш, арçын ачасем хушшинче А.Савельев (Виçпỹрт Шăмăршă) - пĕрремĕш, В.Кузьмин (Виçпỹрт Шăмăршă) - иккĕмĕш, Н.Ермолаев (Пăчăрлă Пашьел) виççĕмĕш вырăна тухрĕç. 1992-1990 çулсенче çуралнă хĕрсемпе каччăсем 2000 метра чупса ăмăртрĕç. Хĕрсенчен А.Кузьмина (Виçпỹрт Шăмăршă) - пĕрремĕш, М.Закирова (Палтиел) - иккĕмĕш, С.Макарова (Пуянкасси) - виççĕмĕш, каччăсем хушшинче А.Антонов (Пăчăрлă Пашьел) - пĕрремĕш, В.Смаев (Васан) - иккĕмĕш, Л.Куликов (Шăмăршă) виççĕмĕш вырăна тухрĕç. Çĕнтерỹçĕсене "Юрма" агромпромхолдинг Грамотăсемпе тата хаклă призсемпе чысларĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
10 октября 2007
00:00
Поделиться