Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

"Шăмăршă тинĕсĕ" пулатех!

"Шăмăршă хыпарĕ" хаçат корреспонденчĕн ыйтăвĕсем çине Чăваш Республикинчи çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕ С.Э.ДРИНЕВ хуравлать. _ Сергей Эдуардович, "Чăваш Республикинче пурăнакансене 2005-2008 çулсенче ĕçмелли паха шывпа тивĕçтересси çинчен" республикăн тĕллевлĕ программи мĕнлерех пурнăçланса пырать-ши? _ Паллă ĕнтĕ, Чăваш Республикинче ĕçмелли паха шывăн çĕр айĕнчи ресурсĕсем нумаях мар тата вĕсем тĕрлĕ çĕрте вырнаçнă. Шыв запасĕсем уйрăмах республикăн çурçĕр пайĕнче ытларах. Центрти тата кăнтăр енчи районсенче вара çиелти тата шыв айĕнчи ĕçмелли паха шыв дефицит шутланать. Çакă промышленноçпа ял хуçалăх производствине аталантарнă çĕрте чăрмав кăларса тăратать. Уйрăмах Патăрьел тата Шăмăршă районĕсенчи ялсене шывпа тивĕçтерес ыйту пăшăрхантарать. Çак ялсенче пурăнакансем санитари нормисене туллин тивĕçтермен артскважинăсемпе, обществăлла пусăсемпе тата çăлсемпе усă кураççĕ. "Чăваш Республикинче пурăнакансене 2005-2008 çулсенче ĕçмелли паха шывпа тивĕçтересси çинчен" тĕллевлĕ программа шăпах çак ыйтăва татса пама пулăшмалла та. Çак программăпа килĕшỹллĕн, Вăрнар районĕнчи Кĕçĕн Çавал тата Шăмăршă районĕнчи Хырла çырмисем çинче ĕçмелли паха шыв пухăнмалли пысăк водохранилищĕсем тăваççĕ. Строительство 2008 çулта вĕçленмелле. Çỹлте асăннă водохранилищĕсене "Чувашгидроводхоз" Институт" ЗАО туса хатĕрленĕ проектсене çирĕп пăхăнса тăваççĕ. Çакăн пек плотинăсем Атăлçи федераллă округĕнче вăрăмăшĕпе те, "куçкĕски" лаптăкĕпе те, техника йышăнăвĕсемпе усă курнипе те хăйсем кăна. _ Хырла çырми çинче тăвакан шыв хранилищи пирки тĕплĕнрех калаймăр-ши? _ Çак хранилище Шăмăршă, Патăрьел районĕсемпе Комсомольски районĕн пĕр пайне нормативлă пахалăхпа килĕшсе тăракан тата пурне те кирлĕ чухлĕ ĕçмелли таса шывпа тивĕçтермелле. Çỹлте асăннă районсенче 140 ытла ял вырнаçнă, 88,4 пин çын пурăнать. Водохранилищĕне ĕçе янă хыççăн 102 ялти 67 пин çын паха шывпа туллин усă курма пуçлĕ. Çавăн пекех водохранилище выльăх-чĕрлĕх фермисене, хуçалăхсен производство объекчĕсене те шывпа тивĕçтерĕ, пахча-çимĕç çитĕнтерме май парĕ. Водохранилище Палтиел ялĕн çурçĕр, Патирек ялĕн хĕвелтухăç пайĕнче вырнаçĕ. Унта 15,90 миллион кубометр шыв пухăнмалла, объекта 36 уйăхра туса пĕтермелле. Подрядчикĕ _ "Спецстройкоммуникация" ООО. Хальхи вăхăтра кунта водосброснăй сооружение, водозаборнăй узела малалла тăваççĕ, плотина никĕсне çирĕплетеççĕ тата ытти те. Çавăн пекех водохранилище пулмалли вырăна йывăçсенчен тасатаççĕ. Проектпа водонапорнăй башньăсем, ял урамĕсене шывпа тивĕçтерекен система, пушар резервуарĕсем тума палăртнă. Шыв вăл _ пурнăç çăл куçĕ. Çавăнпа та халăха паха шывпа тивĕçтересси чăн малти вырăнта тăрать. Медицина çирĕплетнĕ тăрăх, мĕнпур чирсен 80 процентне яхăн япăх пахалăхлă шывпа усă курнипе çыхăннă. Чăваш Республики çак питĕ пысăк проблемăна çывăх çулсенчех татса пама тĕллев лартать. "Шăмăршă хыпарĕ" хаçат вулаканĕсене шантарсах çапла калама пултаратăп: "Шăмăршă тинĕсĕ" проектпа палăртнă вăхăтра хута каятех.



"Шăмăршă хыпарĕ"
10 октября 2007
00:00
Поделиться