Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Юратать вăл чĕререн ачасене

 

ШĂМĂРШĂРИ вăтам шкулти аслă категориллĕ учитель, вĕрентỹ ĕç отличникĕ Зоя Николаевна Латыпова вырăс чĕлхипе литературине ачасене 33-мĕш çул вĕрентет. Ачаранпах, Красноармейски шкулĕнче кĕçĕн классенче вĕреннĕ чухнех учитель профессине суйласа илнĕ вăл, ачасене вырăс чĕлхипе литературин асамлăхне уçса пама ĕмĕтленнĕ. Çак çутă ĕмĕт ăслă та тăрăшуллă хĕрачана Чăваш патшалăх педагогика институтне илсе çитернĕ. 1975-мĕш çулта вара, алла диплом илсен, Зоя Николаевна Анат Чаткасри вăтам шкулта ĕçлеме пикеннĕ. Унтанпа çул хыççăн çул пĕр-пĕрне пайтах улăштарнă, Зоя Николаевна та ачасене вĕрентес ăсталăхне туптасах пынă. Халĕ вăл вĕрентекен класс ачисем çулсеренех районта ирттерекен вырăс чĕлхипе литературин олимпиадисенче çĕнтерсе республикăра хутшăнма тивĕç пулаççĕ. Вĕсенчен пĕри _ Таня Юманова _ Шупашкарта та 2-мĕш вырăн йышăнса Дипломпа таврăнчĕ. Мĕнпе палăрса тăраççĕ-ха Зоя Николаевнăн урокĕсем, ĕç хăйнеевĕрлĕхĕ? Чăн малтан, ĕçлеме ỹркенменни, кашни уроках тĕплĕн хатĕрленни, ачасене тарăн пĕлỹ пама тăрăшни. Унăн урокĕсенче ĕç дисциплини хуçаланать, ачасенчен çирĕп ыйтма пĕлни, кашнийĕнпех уйрăм ĕçлеме пултарни палăрса тăрать. Дисциплина çирĕплĕхĕ педагогика гуманизмне хирĕçлесе тăмасть кунта. Учитель кашни ачанах личность вырăнне хурса хисеплеме хăнăхнă, кашнийĕн кăмăлне тупма пĕлет, вĕренỹре çитĕнỹсем тума пулăшса, хавхалантарса пырать. Тата тепĕр уйрăмлăх _ çĕнĕлĕхе юратни, пурнăç уттипе пĕр тан утма тăрăшни. Вăл час-часах тĕп хулара семинарсемпе фестивальсенче пулать, педагогикăпа психологире çĕннине пĕлме тăрăшать, вĕсемпе хăйĕн ĕçĕнче усă курса пырать. _ Эпĕ вăрах вăхăт улшăнусăр ĕçлеме пултараймастăп. Манăн яланах хамăн ĕçе мĕн те пулин çĕнни кỹртес килет. Методика литературинче мĕнле те пулин йăлана кĕмен мел çинчен вуласа пĕлсен е вĕрентỹ институтĕнче, курсра хальччен пĕлменнине илтсен е курсан _ хам вĕрентекен классенче çак çĕнĕлĕхсене туса пăхас килет, - тет Зоя Николаевна. Ачасем хăйсен тĕллĕн ĕçлеме, хăйсен шухăшĕсене уççăн калама вĕренеççĕ, диалог- дискуссие активлă хутшăнаççĕ. Уйрăмах 5-мĕш класрах текстпа ĕçлеме пĕлни тĕлĕнтерет. Çакă вара кайран, шкул пĕтерсен пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕ (ЕГЭ) панă вăхăтра питĕ кирлĕ. Мĕн чухлĕ вăхăт ирттермест-ши Зоя Николаевна текстсем шыраса! Кашни ача валли кашни уроках çĕнĕ материал пичетлесе ĕлкĕрет вăл. Тăрăшни сая каймасть çав. Кăçал шкул пĕтернĕ 11 "в" класри 22 ачаран çирĕм пĕрĕшĕ "4" тата "5" паллăсемпе тытнă вырăс чĕлхипе ирттернĕ ЕГЭре, пĕр ачан çеç "3" пулнă. Класĕпе вăтам балл _ 4,4. Ку вăл районти чи лайăх кăтарту. Республикăри вăтам кăтартуран та чылай çỹллĕ çак çитĕнỹ. З.Н.Латыпован тавракурăмĕ, куçа курăнман тĕнчи çав тери анлă та пысăк. Ĕç хыççăн вăл кĕнеке, хаçат-журнал вуланисĕр пуçне, алĕç тума юратать. Уйрăмах тĕррисем ытарма çук куçа илĕртеççĕ. Тĕрлĕ тĕслĕ çипсемпе çеç мар, вĕт шăрçасемпе те эрешлет вăл пир çинче çутçанталăк илемне. Тата пушă вăхăтра сăвăсем те хайлать Зоя Николаевна _ анне çинчен, çынсен хушшинчи хутшăнусем, пурнăç çинчен. Хăйĕн сăввисемпе районти творчествăлла конкурса хутшăнса 1-мĕш вырăн та йышăннă. Уншăн панă Грамотăна типтерлĕ упрать учитель. Лайăххине халăх йышăнать, хаклать çав. Çутĕç пайĕнчен шкул ачисене олимпиадăсене лайăх хатĕрленĕшĕн приказпа тав тунисем мĕн чухлĕ пухăнса кайнă _ шучĕ те çук! 5-7 ача кашни çулах лайăх вырăнсем йышăнаççĕ вĕт! Хăйĕн çемьи те савăнтарсах тăрать. Ывăлĕсем _ Артурпа Руслан _ иккĕшĕ те шкултан чи лайăх паллăсемпе çеç вĕренсе тухса Мускавра аслă пĕлỹ илчĕç, татах та вĕренеççĕ. Иккĕшĕ те аспирантсем. Амăшне тăтăшах хăйсен çитĕнĕвĕсем çинчен пĕлтерсех тăраççĕ, лайăх воспитани панăшăн тав тăваççĕ. Мĕнех, эпир те канăçа пĕлмен вĕрентекене çывхарса килекен Учитель кунĕ ячĕпе саламлатпăр, яланах ĕçре хастар пулма, татах та пысăк çитĕнỹсем тума сунатпăр.

 

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
29 сентября 2007
00:00
Поделиться