Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Сезон хупăнчĕ, тепĕр çулччен, лаша спорчĕн тусĕсем!

 

 ИРТНĔ эрне кун Шăмăршă ипподромĕнче пулнă лаша спорчĕн уявĕ кăçалхи сезон хупăннă май иртрĕ. Хамăр тата кỹршĕллĕ районсенчен алла яхăн урхамах килсе çитнĕччĕ унта. Ăмăртусем тĕрлĕ номинацисенче темиçешер тапхăрпа иртрĕç. Кашни стартах интереслĕ, питĕ çивĕч кĕрешỹре иртрĕç. Дистанцие тухасса урхамахсем чăтăмсăррăн кĕтрĕç, тăпăртатса çеç тăчĕç. Наездникĕсемпе жоккейсем те _ опытлă, спорта юратакансем тахçантанпах лайăх пĕлекен спортсменсем. Старт хыççăн старт. Финалти тупăшусем те хыçра ĕнтĕ. Камсем-ха сезон хупăннă ятпа ирттернĕ ăмăртусен çĕнтерỹçисем? Фазлиев призĕсене çĕнсе илессишĕн пынă тупăшура Патăрьел районĕнчен килнĕ А.Каргин тытса пыракан Рефлекс финиша чи малтан вирхĕнсе çитрĕ. Унăн ентешĕсен А.Кошкинпа И.Киметовăн Кревежка тата Ангара урхамахĕсем _ иккĕмĕшпе виççĕмĕш. Районти конюхсен ас тăвăм призĕсемшĕн пынă ăмăртура вара Канаш районĕнчи Д.Степанов (Восход), И.Галимзянов (Пульман), Патăрьелĕнчи А.Каргин (Спидхог) малтанхи виçĕ вырăна пайларĕç. Ăмăртун тĕп парнишĕн (ăна Шăмăршăри вăрман хуçалăхĕ çирĕплетнĕ) пынă кĕрешỹре Шăмăршăри Н.Концов (Капля) çĕнтерчĕ. Иккĕмĕш вырăнта _ унăн юлташĕ И.Матвеев (Хорезм). Патăрьелĕнчи А.Каргин вара (Палач) хальхинче виççĕмĕш вырăнпа çырлахрĕ. Юланутçăсен ăмăртăвĕнче (таса юнлă рысаксем хушшинче) Шупашкарти А.Артемьев (Хлопотунья), ĕç лашисен тупăшăвĕнче Кивĕ Шăмăршăри Г.Ельцовăн çил çуначĕ çĕнтерчĕç.



"Шăмăршă хыпарĕ"
29 сентября 2007
00:00
Поделиться