Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Раççей Çарĕ валли _ специалистсем

 

ПРИЗЫВНИКСЕМ службăна кайичченех çар специальноçĕсене алла илни Хĕçпăшаллă Вăйсемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вĕсене вĕрентсе вăхăт та иртмест _ вăл е ку çар специальноçĕллĕ салтаксем тỹрех служба тивĕçне пурнăçлама пуçлаççĕ. Çакна шута илсе Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссариачĕ, республикăри çар комиссариачĕн хушăвĕпе килĕшỹллĕн, 17 çул тултарнă, çар службине яма палăртнă çирĕп сывлăхлă яшсене тĕрлĕ специальноçсемпе вĕренме ярать. Канашри РОСТО (ДОСААФ) автошкулĕн Патăрьелĕнчи филиалĕнче тата Патăрьелĕнчи профессипе техника училищинче "С" категориллĕ автомобиль водительне, Шупашкарти РОСТО шкулĕнче КВ радиостанцисен, карапсем çинчи çыхăну хатĕрĕсен тата çутатмалли агрегатсен специалисчĕсене вĕрентсе хатĕрлеççĕ. Вĕренỹ тỹлевсĕр. Çар комиссариачĕ çавăн пекех хваттер, çул укçин тата командировка тăкакĕсене те саплаштарать. Призыв умĕнхи хатĕрленỹпе çыхăннă ыйтусемпе Патăрьелне _ çар комиссариачĕн иккĕмĕш уйрăмне килме сĕнетпĕр. Кунтах эпир призывниксене çар-учет специальноçне суйласа илме те пулăшатпăр.



"Шăмăршă хыпарĕ"
29 сентября 2007
00:00
Поделиться