Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Педагог ĕçĕ _ сумлă та пархатарлă

 

Педагогсен професси уявĕ умĕн пирĕн корреспондент райадминистраци пуçлăхĕн заместителĕпе _ вĕрентỹ, çамрăксен политики тата культура пайĕн начальникĕпе Н.Г.Игнатьевапа тĕл пулса калаçнă. _ Наталья Германовна, чи малтанах кадрсем пирки калаçар пулĕ. _ Районти шкулсенче яланхи ĕçре пурĕ 212 учитель вăй хурать, çав шутран Рççейри "Пĕтĕмĕшле пĕлỹ парас ĕçĕн хисеплĕ работникĕ" ята тивĕçнисем _ 25ĕн, Раççей Федерацийĕн Вĕрентỹ министерствин Хисеп грамотине илнисем _ 11ĕн, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕсем _ 10ăн. Педагогсенчен 23-шĕ _ аслă, 140-шĕ пĕрремĕш категориллĕ специалистсем. Кăçал района 3 çамрăк учитель ĕçлеме килнĕ. _ Учительсене çĕнĕ тỹлев системине тĕпе хурса тỹлес йĕрке районта мĕнлерех пурнăçа кĕрсе пырать? _ 2007 çулхи июлĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Васильевич Федоров "Чăваш Республикинчи патшалăх учрежденийĕсен работникĕсен ĕç тỹлевне йĕркене кĕртесси çинчен" Чăваш Республикин саккунне улшăнусем кĕртесси çинчен" Указ кăларчĕ. Çак Указа пурнăçланă май, кăçалхи вĕренỹ çулĕнче, сентябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа районти шкулсенчи учительсене ĕç укçи тỹлесси çĕнĕ йĕрке çине куçать. Штат-оклад системи 2 пайран тăрать. Пĕрремĕш пайри тỹлеве _ должноç окладне учителĕн пĕлỹ шайĕн коэффициентне, ĕç стажне, квалификаци категорине шута хурса, иккĕмĕшне _ хавхалантару фондĕнчи тỹлеве патшалăх наградисене, педагогăн ĕç пахалăхĕпе эффективлăхне тĕпе хурса тỹлесси кĕрет. Учителĕн ĕç эрни 36 сехетрен тăрать, çав шутран 18-шĕ (вăтамран) _ уроксем, 18-шĕ _ урăх занятисем (вĕренỹре юлса пыракансемпе хушма занятисем ирттересси, уйрăмах лайăх вĕренекенсемпе уйрăммăн ĕçлесси, тĕрлĕ енлĕ воспитани ĕçне йĕркелесси тата ытти те). Çĕнĕ тỹлев системи Шăмăршăри вăтам шкулта туллин ĕçлеме пуçлать. Районти ытти шкулсенче вара çĕнĕ тỹлев йĕркине çак вĕренỹ çулĕнче туллин кĕртместпĕр-ха, унăн пĕр енĕпе (частичная) кăна усă куратпăр. Хавхалантару фондĕнчи укçа-тенкĕне уйăрма шкулсенчи обществăлла организацисем _ попечитель тата управляющи совечĕсем хутшăнаççĕ. _ Вĕрентỹ ĕçне çĕнетсе улăштармалли комплекслă проектпа килĕшỹллĕн, кăçалхи Акатуйра района сертификат пачĕç. Унпа мĕнлерех усă куратăр? _ Республикăран уйăрнă сертификатпа чи малтан Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăтам шкул валли çĕнĕ автобус илтĕмĕр. Халĕ ун паркĕнче 2 автобус. Ачасене Пăчăрлă Пашьелĕнчи база шкулне автобуссемпе Чукалтан, Кивĕ Чукалтан тата Улмаллăран лартса килеççĕ, уроксем вĕçленсен килĕсене леçеççĕ. Шăмăршăри, Пăчăрлă Пашьелĕнчи, Палтиелĕнчи, Карапай Шăмăршăри вăтам шкулсен столовăйĕсене çĕнĕ оборудованипе пуянлатрăмăр. Асăннă сертификатпа усă курса Карапай Шăмăршăри вăтам шкулти физика кабинетне, Васанти вăтам шкулти географи кабинетне хальхи оборудовани вырнаçтарнă. Часах Шăмăршă вăтам шкулне интерактивлă оборудованипе _ вăл вĕрентỹ ĕçĕнче тĕрлĕ енлĕн усă курма май парать _ тивĕçтеретпĕр. Кунсăр пуçне шкулсенчи пуçламăш классем валли сĕтел-пукан комплекчĕсене кỹрсе килетпĕр. Шкулсен библиотекисене учебниксемпе, илемлĕ литературăпа пуянлантнă. Сертификатăн укçан панă суммипе _ вăл 1 миллион та 418 пин тенкĕпе танлашать _ Шăмăршăри вăтам шкулти кивĕ электропроводкăна çĕннипе ылмаштарнă, канализаци системине çĕнетнĕ, пушартан сыхланмалли сигнализаци ĕçĕсене тунă. Пашьел шкулĕнче те пушар хăрушсăрлăх сигнализацине туса хунă, электропроводкăна çĕннипе ылмаштарса тухнă. Палтиел шкулĕнче канализаци монтажĕн ĕçĕсене пурнăçланă. _ Шкулсенчи юсав ĕçĕсем çинчен кăштах каласа параймăр-ши? _ Кунта чи малтанах çу кунĕсенче Пăчăрлă Пашьелĕнчи тата Чукалти шкулсен кивĕ çивиттийĕсене çĕннипе _ çутă тимĕр листисемпе ылмаштарса витнине асăнмалла. Çĕнĕ вĕренỹ çулĕ тĕлне пур шкула та сăрласа илемлетнĕ, тасатса тирпейленĕ. Райадминистраци пуçлăхĕ Валерий Петрович Фадеев вĕрентỹ тата хуçалăх ĕçĕсене яланах пысăк тимлĕхре тытни, шкулсене май килнĕ таран ытларах пулăшма тăрăшни пирки те каласа хăварас килет. Сăмахăма вĕçленĕ май, районти мĕн пур педагогсене Учитель кунĕ ячĕпе ăшшăн саламлатăп, ырлăх-сывлăх, йывăр та пархатарлă ĕçре ăнăçу сунатăп. Шкулсенче чылай çул хушши тỹрĕ кăмăлпа ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă педагогикăн хисеплĕ ветеранĕсене те професси уявĕпе пĕтĕм чун-чĕререн саламласа çирĕп сывлăхпа тулли телей тата вăрăм ĕмĕр сунас килет.



"Шăмăршă хыпарĕ"
29 сентября 2007
00:00
Поделиться