Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Çулу такăр пултăр, шофер!

 

 ПАЯНХИ çамрăксем çул нушине пĕлсех те каймаççĕ. Лар та çăмăл автомашина çине _ Чаткаса е Чукала самантрах çитетĕн. Чăваш Республикин Президенчĕн Программине пурнăçласа, районта ял урамĕсене асфальт сарасси те вĕçленсе пырать. Нимĕн те калаймăн, хула пурнăçĕ тинех яла çитрĕ. Виктор Васильевич Еливанов вара пылчăк çăрăлакан, шăтăклă-путăклă çулсене лайăх астăвать-ха. Пăчăрлă Пашьелĕнчен Шăмăршăна çитсе килес тесен, шоферсем икĕ кунлăх апат илнĕ. Тỹрĕрен кайсан та, таври çулпа çаврăнсан та автомашина пута-пута ларнă, çĕмĕрĕлсе тарăхтарнă. Мĕн чухлĕ техника ванман-ши нуша çулĕ çинче? Калама кăна вĕт _ В.В. Еливанов руль умне ларнăранпа 40 çула яхăн вăхăт иртрĕ. 1971 çултанпа вăл Пăчăрлă Пашьел больницинче вăй хурать. Больницăран çемье тухтăрĕн офисне туса хурсан та, Виктор Васильевич "васкавлă пулăшу" автомашинипех ĕçлеме тытăнчĕ. Тỹрĕ кăмăллă, ĕçе юратакан çынна тăван коллективра çеç мар, таврари ялсенче пурăнакансем те хисеплеççĕ. Чирлĕ çынна больницăна вăхăтра илсе çитерес, тепĕр чух йĕп вĕçĕнче тăракан пурнăçа çăлса хăварас тесе, Виктор Васильевич врачпа пĕр танах тăрăшать, унпа пĕр пекех чун-чĕререн тухакан тав сăмахне илтет. Виктор Васильевичăн мăшăрĕ _ Наташа та офисрах ĕçленĕ, сăпайлă та ырă кăмăллă медицина сестрине уйрăмах ватă çынсем юратнă. Вăтăр çичĕ çул кăвакарчăнсем пек килĕштерсе пурăнаççĕ Еливановсем, икĕ хĕр çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Кукаçейпе кукамай та пулнă, икĕ мăнукне ытарайми юратаççĕ. Ыран _ октябрĕн 4-мĕшĕнче _ В.В.Еливанов водитель хăйĕн 60 çулхи юбилейне паллă тăвать. Çулĕсем чылай пулин те, ватлăх пирки шутламасть-ха вăл. Унăн автомашини яланах çула тухма хатĕр. Çирĕп сывлăх, телей, вăрăм ĕмĕр, яланах такăр çул сунатпăр сана, хисеплĕ Виктор Васильевич!



"Шăмăршă хыпарĕ"
29 сентября 2007
00:00
Поделиться