Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ÇĔРШЫВ ПУЛАСЛĂХĔ ШКУЛТА ТУПТАНАТЬ

 

Чăваш Республикин вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министрĕ Г.П.Чернова "Шăмăршă хыпарĕ" хаçата панă интервью Раççей Президенчĕ В.В.Путин нумаях пулмасть пирĕн республикăна килсен Чăваш Ен учителĕсен ĕçне пысăк хак пачĕ тата Чăваш Ен наци проекчĕсене пурнăçлас ĕçре малта пынине палăртрĕ. Ку енĕпе мĕн туни тата мĕн тумалли пирки пирĕн корреспондент Чăваш Республикин вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министрĕпе Г.П.Черновапа тĕл пулса калаçнă. _ Галина Петровна, Сирĕн шухăшăрпа "Вĕрентỹ" наци проекчĕ республикăра ăнăçлă пурнăçланса пынин никĕсĕ мĕнре-ши? _ Наци проектĕнче палăртнă тĕллев _ паха пĕлỹ илме майсем туса парасси _ республикăн вĕрентỹ политикин тĕп ĕçĕ. Эпир ăна темиçе çул хушши, тепĕр чухне проектра палăртнинчен те пысăкрах хăвăртлăхпа пурнăçласа пыратпăр. Чĕртавар саппасĕсем çинчен çеç шутласа малалла кайма çуккине паян пурте лайăх ăнланаççĕ. Çакна проектра та, Раççей Президенчĕн Çырăвĕнче те палăртнă. Ку тĕлĕшпе илсен Чăваш Енĕн пуйма шанăç çук _ вăл географипе экономика енчен тупăшсăр территорире вырнаçнă. Инноваци ĕçне хавхалантарни, интеллектуал капиталне аталантарни 1996 çултах _ Президентăн "Çĕнĕ шкул" программине йышăннă чухнех тивĕçлĕ вырăн тупрĕ. Эпир хальхи вăхăтри базăллă шкулсен эффективлă сетьне туса хурас çул-йĕре суйласа илтĕмĕр тата çапла туса йăнăшмарăмăр. Çакă вĕренекенсене, вĕсем ăçта пурăннине пăхмасăр, паха пĕлỹ илме май туса парать. Республикăра 2002 çултанпа пĕчĕк, тарăн пĕлỹ парайман 700 шкул вырăнне эффективлă 544 шкул туса хутăмăр, вĕсем "шкул _ ача сачĕ", социокультурăллă вĕрентỹ комплексĕ, ачасене пĕр çĕре турттарса вĕрентмелли базăллă шкул, ресурс центрĕ модельсемпе ĕçлеççĕ. 138 пысăк база шкулĕпе ресурс центрĕнче финанс, пурлăхпа техника тата педагогика ресурсĕсем чăмăртанчĕç. Çакă пире пысăк пахалăхлă профиль умĕнхи тата профиль вĕрентĕвне йĕркелеме май пачĕ. Çакă пире мĕншĕн кирлĕ-ха? Мĕншĕн тесен, шкулăн чи пысăк задачисенчен пĕри _ вĕренекенре хăй тĕллĕнлĕх личноçне çирĕплетесси, вăл хăйĕн умĕнчи пурнăç çулĕ мĕнле пулассине уçăмлăн туйса тăни. Паян ачана математикăпа, химипе, физикăпа тата ытти предметсемпе тарăн пĕлỹ пани çеç çителĕксĕр, çак пĕлỹпе практикăра, кулленхи ĕçре усă курма вĕрентни кирлĕ. Ачасем ĕмĕр тăршшĕпех вĕренме кирлине ăнланса илччĕр. Паянхи кунăн кăткăслăхне шута илсен, хăвăн пĕлĕвне пĕрмай ỹстерсе пымасăр ăнăçлă ĕçлеме тата конкурентсене парăнмасăр пурăнма май та çук. Кун пек лару-тăрура пурне те пĕр пек вĕрентни çителĕксĕр, кашни ачан пултарулăхне тата вăл мĕнле ĕçе юратнине шута илсе вĕрентмелле. Шăпах çакна шута илсе ĕнтĕ 2005 çултан пуçласа вуннăмĕш классенче профиль умĕнхи хатĕрленỹ çине куçрĕç. Вĕрекенсем тĕрлĕ профессипе палашаççĕ, психологипе педагогика диагностикине тата анкетировани иртеççĕ, хăйсем суйланă профиль тăрăх консультаци илеççĕ. Çакă ачасене малашне хăйсене килĕшекен профессие суйласа илме пулăшĕ. Профиллĕ вĕрентĕве аслă классенче вĕренекенсен 66,4 процентне явăçтарнă. Ялта профиль вĕрентĕвне кустри базăллă пысăк шкулсенче илсе пыраççĕ. Вĕсенчен кашнийĕнчех 2-3 профиль йĕркеленĕ. Пур ача та паха пĕлỹ илме пултартăр тесе, 2002 çултанпа республикăра "Шкул автобусĕ" программа ĕçлет. Паян 780 ялти 11 пин ытла ачана 273 автобус базăллă шкулсене турттарать. 49 автобуса "Вĕрентỹ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн туяннă. Вĕрентỹ пахалăхĕн тепĕр кăтартăвĕ _ вĕренекенсем тĕрлĕрен интеллектуаллă конкурссене, ăмăртусене хутшăнни. Республикăра вăйлă аталаннă талантлă ачасене пулăшма нумай шайлă система туса хатĕрленĕ. Юлашки çулсенче вĕрентỹ процесне информаци технологийĕ активлă кĕрсе пырать. Çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланнă чух республикăри 21 ачана çĕнĕ йышши пĕр компьютер тивнĕ. "Вĕрентỹ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн, пур шкула та Интернетпа çыхăнтарнă. Шкулсене хальхи шайри интерактивнăй тата мультимедийнăй оборудованипе тивĕçтеретпĕр. Интернет учительсемпе ачасене информаци вĕрентĕвĕн тĕрлĕ ресурсĕсемпе усă курма май парать. Паян республикăри учительсен 60 проценчĕ ытла информаципе коммуникаци технологийĕсене алла илнĕ, вĕсенчен 30 проценчĕ çак пĕлỹпе кулленхи ĕçре усă курать. Тарăн та паха пĕлỹ илме май туса паракан тепĕр приоритет _ вĕренỹ учрежденийĕсене нормативлă финансировани çине куçарни. _ Вĕренỹре виçĕ ен _ учитель, шкул тата çитĕнекен ăру тĕп вырăн йышăнаççĕ. Вĕсене хавхалантарас тата пулăшас тĕлĕшпе республикăра мĕн тăваççĕ? _ Юлашки çулсенче Чăваш Енре инноваци активлăхне çĕклес тĕлĕшпе нумай ĕç тунă: Президентăн 1000 ытла премине тата çамрăксем валли стипенди, педагогсемпе шкулсем, студентсемпе шкулта вĕренекенсем валли ятарлă грантсем туса хунă. Икĕ çул хушшинче конкурс процедурисене 40-е яхăн шкул тата учительсен 10 проценчĕ хутшăнчĕ. 66 шкулпа 224 учителе федераллă бюджетран патшалăх пулăшăвĕ панă, 40 шкулпа 60 педагог Чăваш Республикин Президенчĕн гранчĕпе преми илме тивĕçнĕ. _ Пуçланă реформăсен ăнăçлăхĕ талантлă учитель-лидерсен ĕçĕ-хĕлĕпе уйрăлми çыхăннă. Вĕсене шкулта çирĕплетсе хăварас тесен, тивĕçлĕ ĕç укçи тỹлемелле. _ Ман шутпа, малалла кайма май паракан чи эффективлă условисенчен пĕри _ шкулта ĕçлекенсене отрасльти çĕнĕ системăпа ĕç укçи тỹлеме тытăнни. Çак система кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче вăя кĕчĕ, вăл тỹлев фончĕн базăллă тата хавхалантару пайĕсенчен тăрать. Вĕсем ĕç пахалăхĕпе тата результачĕсемпе уйрăлми çыхăннă. Ĕç укçи тỹлемелли çĕнĕ система эксперимент майĕпе республикăри 30 шкулта туллин пурнăçа кĕрĕ. Вĕсенче педагогсене 36 сехетлĕ ĕç эрнишĕн должноçри ĕç укçине тỹлеççĕ. Сентябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа, 2006 çулхипе танлаштарсан, педагогсен уйăхри ĕç укçи 25 процент ỹсрĕ. Пурĕ вара, 2006 çулхи шайпа танлаштарсан, виçĕ çул хушшинче учительсен вăтам ĕç укçи икĕ хут ỹсмелле. _ Шкул ĕçне общественноç представителĕсене анлăн хутшăнтарни _ наци проекчĕн тĕп задачисенчен пĕри. Ку тĕлĕшпе пирĕн республикăра еплерех ĕçлеççĕ-ха? _ Наци проекчĕ пурнăçа кĕрсе пыни республикăра вĕрентĕве ертсе пырас ĕçре патшалăхпа общественноç системине аталантарма май туса пачĕ. Обществăлла организацисем чи лайăх шкулсемпе учительсене суйласа илме конкурс ирттерчĕç. Çак ĕçе Чăваш Республикинчи попечительсен вĕрентỹ союзĕ йĕркелесе пырать. Ашшĕ-амăшĕсен сообществи _ обществăлла шухăшлава йĕркелемелли пысăк вăй. Паян вĕсем шкул ĕçĕ çине аяккинчен пăхса тăмаççĕ, вĕрентỹпе воспитани ĕçне лайăхлатма хăйсем сĕнỹсем параççĕ. Республикăри кашни шкултах попечительсен е управляющисен канашне йĕркеленĕ, вĕсем вĕренỹ процесĕ çине кăна мар, учительсене ĕç пахалăхне кура ĕç укçи тỹлесси çине те витĕм кỹреççĕ. _ Галина Петровна, "Вĕрентỹ" наци проекчĕ Шăмăршă районĕнчи шкулсенче мĕнле пурнăçланса пырать-ши? _ Тĕпрен илсен, шăмăршăсен ĕçĕпе эпĕ кăмăллă. Пахалăхлă вĕренĕве кашни ачах илме пултартăр тесе, районта вунна яхăн проектпа программăна ĕçе кĕртнĕ. Çав шутра _ бюджет укçине нормативлă уйăрасси тата пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулсене финанс тĕлĕшĕнчен харпăрлăх парасси, вĕсен вĕренỹпе пурлăх никĕсне тĕреклетесси, аслă классенче профильлĕ майпа вĕрентме тытăнни, вĕрентĕвĕн информацири çĕнĕ йышши коммуникаци технологийĕсемпе усă курни тата ытти те. Районти 14 вĕренекене пĕр компьютер тивни те _ республикăри чи лайăх кăтартусенчен пĕри. Хаçатра вырăн панипе усă курса, эпĕ районти мĕнпур педагогпа шкул ĕçĕн ветеранĕсене Учитель кунĕ ячĕпе чĕререн саламлатăп, пурне те çирĕп сывлăх, çемье телейĕ, ĕçре ăнăçу сунатăп.

 

   



"Шăмăршă хыпарĕ"
29 сентября 2007
00:00
Поделиться