Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Вĕсем редактор пулнă

 

КАШНИ çулталăк кирек кам пурнăçĕнче те хăйĕн йĕрне хăварать. Вăл, темле каламалла, машинăпа е çуранах хускалса кайнă вырăн, утнă е кайнă май инçерех те инçерех юлса пынă пек туйăнать. Аяккалла кайнă май пĕчĕкленсе курăнма пуçлать çав вырăн. Ку пурнăç "саккунне" урăхлатма май çук. Çапах та манăçми асра хăвармашкăн пулать вара. Хаçат редакторĕсене, малтан ĕçленисене илес пулсан, çав япаласем пекех, вăхăт пиртен аякка хăварса пырать. Пирĕн тивĕç вара _ вĕсене манăçма парас марри, халăх, вулакансен асĕнче яланлăхах хăварасси. Халлĕхе 16 редактор ятне шыраса тупма май килчĕ. Вĕсем: Н.Д.Косойкин (Патăрьел районĕ, Турхан ялĕ) _ 1933 çулхи мартран пуçласа 1937 çулхи марта çитиччен; В. Ф. Ястребов (Елчĕк районĕ) _ çав çулсенчех пĕр тапхăр вăхăтлăх редактор пулнă; Г.А.Андреев (Тăвай районĕ) _ 1937 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 1938 çулхи февралĕн 15-мĕшĕччен; И.А.Матвеев (Палтиел) - 1938 çулхи августчен; В.Д.Кузьмин (Чаткас) - 1938 çулхи апрелĕн 23-мĕшĕнчен пуçласа 1940 çулхи октябрĕн 6-мĕшĕччен; А.Д.Обофоров - 1940 çулхи октябрĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа майăн 24-мĕшĕччен; И.Г.Григорьев - 1942 çулхи июлĕн 14-мĕшĕнчен пуçласа 1943 çулхи апрель уйăхĕччен; Н.О.Падиаров (Виçпỹрт Шăмăршă) - 1943 çулхи апрелĕн 9-мĕшĕнчен пуçласа 1952 çулхи сентябрьччен; А.В.Кузнецов; Ф.А.Ларионов (Васан); 1962 çулта районсем пĕрлешсе "Авангард" хаçат тухма пуçласан _ Н.А. Фомин (Патăрьел); К.С.Смирнов (Шăмăршă) _ 1961 çулхи августăн 30-мĕшĕнчен пуçласа 1962 çулхи апрельччен тата 1965 çулхи март уйăхĕнчен пуçласа 1978 çулччен; С.И.Павлов (Виçпỹрт Шăмăршă); П.И.Фомин (Ярăслав) - 1981 çулхи октябрĕн 17-мĕшĕнчен пуçласа 2003 çулхи июнĕн 15-мĕшĕччен; Б.В.Мишкин _ 2003 çултан пуçласа 2007 çулччен, И.М.Саландаев _ 2007 çулхи июнĕн 28-мĕшĕнчен пуçласа паянхи кунччен.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
22 сентября 2007
00:00
Поделиться