Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Вăй патăр, журналистикăн "шур сухалĕ"!

 

СУХАЛĔ çук, каччă пек яп-яка хырăнса çỹрет пулин те, Василий Федорович Чуракова манăн аксакал тесе калас килет. 39 çул та пилĕк уйăх ĕçленĕ вăл тăван район хаçатĕнче. В.Ф.Чураков 1936 çулхи апрелĕн 19-мĕшĕнче Асанкасси ялĕнче çуралнă. Хаçат ĕçне Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăтам шкулта вĕреннĕ чухне пуçăннă та, Тинĕс-Çар флотĕнче службăра тăнă çулсенче те, ун хыççăн та çырсах тăнă. 1960 çулта ăна район хаçатне ĕçлеме йышăннă. Ĕçленĕ хушăрах аслă шкултан вĕренсе тухнă, районта журналистика уйрăмне пĕтернĕ пĕртен-пĕр çын пулнă. Çырусен пайĕн пуçлăхĕн, яваплă секретарĕн йывăр лавне пĕр ỹркенмесĕр хĕрĕх çула яхăн туртса пынă Василий Федорович. Унăн статйисемпе корреспонденцийĕсем çынсене ĕçлеме тата пурăнма хавхалантарнă. Хастар ĕçленине сума суса, В.Ф.Чуракова тĕрлĕ органсен Хисеп грамотисемпе тата Дипломсемпе, çав шутра икĕ хутчен Раççей Федерацийĕн Журналистсен Союзĕн правленийĕн Хисеп грамотипе наградăланă. Василий Федорович районта çуралса ỹснĕ паллă çынсем çинчен пуян материал пуçтарнă, республика хаçачĕсенче вун-вун статья пичетлесе кăларнă. Çитмĕл иккĕре пырать пулин те, В.Ф.Чураков чунпа çамрăк-ха, район хаçачĕпе туслă çыхăну тытать. Çамрăксене ырă канашпа пулăшать, редакци ыйтнипе паха материалсем хатĕрлесе парать. Сăмах май, Василий Федорович кăçал Шупашкарта пичетленсе тухнă "Городские и районные газеты Чувашии" кĕнеке авторĕсенчен пĕри, район хаçачĕн историйĕпе паллаштаракан интереслĕ очерк çырнă. Çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунатпăр Сире, район хаçачĕн "шур сухалĕ". Чунра хавхалану хĕмленсех тăтăр, çырас пултарулăх нихăçан та ан чактăр.



"Шăмăршă хыпарĕ"
22 сентября 2007
00:00
Поделиться