Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

"Тусли", - тесен пурте пĕлетчĕç...

 

ÇИТМĔЛМĔШ-САКĂРВУННĂМĔШ çулсенче район хаçатĕнче "Петĕр Тусли" тесе алă пуснă статьясемпе очерксем, тĕрленчĕксем чылай пичетленетчĕç. Редакцие пĕр-пĕр ялтан шăнкăравласан та: "Петĕр Тусли пур-и, трубкăна ăна парăр-ха!" - тетчĕç. Вара эпир, çамрăк журналистсем, кỹршĕ пỹлĕме çырусен пайĕн пуçлăхне П.И. Фомина чĕнме чупаттăмăр. Петр Иванович Ярăслав ялĕнче çуралса ỹснĕ. Район хаçачĕпе шкулта вĕреннĕ чухнех туслашнă. Журналистика ĕçне юратни ăна хаçатçă пулма хистенĕ. Корреспондент, çырусен пайĕн пуçлăхĕ, редактор çумĕ, тĕп редактор... Ăçта кăна ĕçлесен те, П.И.Фомин хаçат лайăхрах та илемлĕрех тухтăр тесе тăрăшнă, вăл редакторта вăй хунă çулсенче "Коммунизм çулĕ", унтан "Шăмăршă хыпарĕ" республикăри тĕрлĕ конкурссенче пĕрре çеç мар çĕнтерỹçĕ пулнă. Çирĕм икĕ çул хушши туртса пычĕ Петр Иванович хаçат редакцийĕн йывăр лавне. Эпир, унпа пĕрле ĕçленĕ журналистсем, Петр Ивановича ырăпа кăна аса илетпĕр. Юбилей кĕрекинче пĕрле ларнă чух хисеплĕ журналиста çирĕп сывлăх, телей, вăрăм ĕмĕр сунатпăр.



"Шăмăршă хыпарĕ"
22 сентября 2007
00:00
Поделиться